17 февраля 2015 г.
Паян район хаçачĕ тухма пуçланăранпа 80 çул çитрĕ. Çак çула вăл хăйĕн ĕçтешĕсемпе, тус-тантăшĕсемпе, вулаканĕсемпе пĕрле утса тухрĕ.
1935 çулхи январĕн 28-мĕшĕнче Чăваш АССР территорийĕнче ĕç тăвакан Тĕп комитечĕн Президиумĕн постановленийĕпе тепĕр 7 район туса хума йышăннă, вăл шута Тăвай районĕ те кĕнĕ.
Йĕркеллĕ, тулли хăватпа ĕçлесе пыма вара çĕнĕрен йĕркеленнĕ район администрацине тивĕçлĕ организацисемпе учрежденисем кирлĕ пулнă.Çавăнпа пирваях вăйсене пĕрлештерсе мобилизацилеме тата çынсене йĕркелесе ĕçлеттерме пултаракан район хаçатне туса хунă. Вăл тăван районпа пĕр ỹсĕмре. Районта çав тапхăрта пулса иртнĕ улшăнусем, çĕнĕлĕхсем, ырă ĕçсем пĕтĕмпех хаçат страницисенче ỹкерĕнсе юлнă. Çапла вара 1935 çулхи февралĕн 17-мĕшĕнче Канашри типографире район хаçачĕн пĕрремĕш номерĕ пичетленсе тухнă. Унăн тиражĕ 880 экземпляр пулнă, мартăн 1-мĕшĕнчен 1000 экземпляра çитнĕ. Вăл икĕ полосапа эрнере 3 хутчен тухнă. Хаçатăн ячĕ те вăхăт ыйтнине тивĕçтернĕ - "Большевикла колхозшăн" ятпа кун çути курнă. Çав çулсенче коллективизаци ыйтăвĕ кун йĕркинче çивĕч тăнă. Çĕнĕрен туса хунă районта вăл вăхăтра 31156 №халĕ 15607№ çын пурăннă.
Кайран район хаçачĕ "Сталин ялавĕ", "Ленинец" ятсемпе тухса тăнă, 1966 çултанпа пĕр улшăнмасăр "Ял ĕçченĕ" ятпа пырса тăрать вулакансем патне.
Пурнăçăн кирек хăш тапхăрĕнче те хаçатăн пĕлтерĕшĕ пысăк пулнă. Вăл район халăхне вырăнти тата район тулашĕнчи хыпарсемпе, коллектвисен, уйрăм çынсен хастарлăхĕпе паллаштарнă, умри тĕллевсене палăртма пулăшнă, çĕнĕ çитĕнỹсем тума хавхалантарнă. Хаçат, пурнăç тĕкĕрĕ пулнă май, малашлăхпа пурăннă.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтерĕве çывхартасси тĕп вырăнта тăнă, хаçатăн кашни номерĕнчех районти ĕççыннисем фронтшăн епле вăй хурса ĕçленине, ăна апат-çимĕç продукчĕсемпе, ăшă тумтирсемпе, укçа-тенкĕпе пулăшнине, шартлама сивве пăхмасăр оборона трасси чавнине анлăн çутатса тăнă, патриотлăха ỹстернĕ. Вăрçă хыççăн çынсене юхăннă хуçалăха çĕклеме хавхалантарнă, пысăкрах ỹсĕмсем тума чĕннĕ. Каярахпа хаçат çынсене хуçалăхпа культура строительствин задачисене пурнăçлама мобилизациленĕ, коллективсем, уйрăм хастарсем хушшинчи ăмăртăва анлăн çутатнă, çĕрĕçпе выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем ытларах туса илес, интенсивлă ĕçлес, малта пыракан опытпа, çĕнĕлĕхпе анлăн усă курас темăсене, пĕрлех воспитанипе патриотизм ыйтăвĕсене те пĕрмай хускатнă. Пичет витĕмлĕхĕшĕн те тăрăшнă.
Пурнăç халĕ те лăпкă мар. Чикĕ тулашĕнчи çĕршывсем Раççее хирĕçле санкцисем йышăнса пурнăçа, экономикăна йывăрлăхсем кỹме хăтланаççĕ. Анчах пирĕн çĕршыв, халăхăмăр пур йывăрлăха та сулмаклăн çĕнтерсе пыма вăй хурать, пĕрлĕхе, ĕçри тухăçлăха, производствăна ỹстерсе пыма ку чухнехи эффективлă майсем тупать. Культурăпа воспитани, патриотизм ыйтăвĕсене те вăйлатса пырать. Ку тĕлĕшпе журналистсем хăйсен тивĕçĕсене тарăннăн ăнланса пурнăçланине палăртмалла. Вĕсем хаçатăн содержанипе пахалăхне, витĕмлĕхне лайăхлатса пыма, палăртнă тĕллевсемпе проектсене, çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртме, вулакансен шанăçĕсене тỹрре кăларма тăрăшаççĕ.
Халĕ электронлă массăллă информаци хатĕрĕсем вăйлă аталанса пынă тапхăрта пурăнатпăр пулин те, вырăнти пичет, район хаçачĕ çын пурнăçĕнче яланхи пекех уйрăм вырăн йышăнса тăрать. Район хаçачĕн ĕçченĕсен, обществăлла корреспондентсен пултарулăхне, ăсталăхĕпе тăрăшулăхне, хăюлăхне пула вулакансем эрнере икĕ хутчен район хаçачĕ урлă районта, республикăра, çĕр-шывра тата унăн тулашĕнче пулса иртекен çĕнĕ хыпарсене вăхăтра пĕлсе тăраççĕ. Хаçат обществăри хутшăнусене йĕркелеме пулăшать, пурнăç уттинчен юлмасăр е кал-калрах та пырса халăхпа тачă çыхăну тытать. Районăн, республикăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕнче журналистсен, обществăлла корреспондентсен тỹпи чăннипех пысăк. Актуаллă темăсене хускатни, çитменлĕхсене пĕтерме пулăшни, тĕрлĕ жанрсемпе усă курса интереслĕ те витĕмлĕ темăсем хускатни, творчествăлла ĕçлени район хаçатне малашне те халăхпа пĕрле пулма, хаçат малашлăхĕ вăрăм та çутă пуласса шанса тăма май парĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"