16 февраля 2015 г.
Ытлари кун район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке Тăвай ял тăрăхĕнче пурăнакансемпе тĕл пулнă.
Паянхи куна асăннă территорири 1920 пин хуçалăхра 4932 çын пурăнать. Пĕлтĕр унта 17 ача (2013 _ 47) çутă тĕнчене килнĕ, 67 çын №2013 _ 53№ пурнăçран уйрăлса кайнă.
Тăвай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Васильев 2014 çулта хăйсем мĕнле ĕçленипе паллаштарнă, 2015 çулхи тĕллевсем пирки каласа кăтартнă. "Район администрацийĕпе тачă çыхăнса ĕçленĕ. Авариллĕ, нумай хваттерлĕ виçĕ çуртран çичĕ çемьене №20 çын№ çĕнĕ çĕре куçарнă. Тăлăх ачасене пурăнмалли вырăнпа тивĕçтересси килĕшỹпе хваттерсем тума пая кĕрсе ĕçленĕ", - терĕ Николай Никифорович.
Иртнĕ çул вĕçĕнче Тăвай ялĕнчи нумай хваттерлĕ 10 çуртра харпăр хăй газпа хутса ăшăтмалла тăвассине вĕçленĕ.
Вырăнти пĕлтерĕшлĕ автомобиль çулĕсене тытса тăма 400 пин тенкĕ хывнă. Асăннă суммăна хĕлле çулсене юртан тасатма, çулла Чỹкçырми еннелле каякан, Тăвай ялĕнчи хăш-пĕр асфальтлă çулсене юсанă. "Çулсене юсасси" программăпа район центрĕнчи Ленин урамĕнчи, Вăрманхĕрринчи çулсене _ пурĕ 330 метр чухлĕ - çĕнетнĕ.
Канашри ДРСУ работникĕсем тăрăшнипе Çăлпуçĕнче дамбăна юсама 165 пин тенкĕ тăкакланă. Ăна Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Николаевич Иванов пулăшнипе тунă. Кунта Çăлпуç ял старости Анатолий Иванович Иванов активлăх кăтартнă. Ку ялта çăл куç юсанă, садра хунавсем лартассипе субботниксем ирттернĕ, урамсене çỹп-çапран тасатнă.
Вăрманхĕрринче икĕ кĕпер юсанă, икĕ пĕве тасатнă, хăрнă йывăçсене каснă.
Шывпа тивĕçтерессипе пысăк çитменлĕхсемех пулман. Çулталăк хушшинче Тăвай тата Вăрманхĕрри ялĕсенче икĕ насос улăштарнă. Урамсене çутатасси начар мар шайра пулса пырать.
Кăçал çак тĕллевсене пурнăçламалла - Вăрманхĕрринчи башньăна юсамалла, Чỹкçырми ялĕ валли масар территорийĕ уйăрас ыйтăва татса памалла, Вырăс салинче пурăнакансем валли клуб кирлĕ, Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 70 çул çитиччен вăрçăра вилнисене асăнса лартнă ялсенчи палăксемпе Монумента юсамалла.
Тăвай енре социаллă пурнăçпа экономика 2014 çулта мĕнле аталанни çинчен район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке каласа кăтартнă, кăçалхи задачăсем çинче чарăнса тăнă.
Ялсенче пурăнакансем чылай ыйту панă. Çăлпуçсене, ак, ялта фельдшерпа акушер пункчĕ çукки пăшăрхантарать. Урамсене çутатасси, шывпа тивĕçтересси тивĕçлĕ шайра марри пирки пăшăрханаççĕ Тăвай ял тăрăхĕнче пурăнакансем. Пĕвесене тасатасси те шухăшлаттарать вĕсене, çăл куçсен шывĕсене пахалăхлă упрасси те хумхантарать.
Вĕсен ыйтăвĕсем çине район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕсем, ĕçсен управляющийĕ, Тăвайри больницăн тĕп врачĕ Нина Бурдасова, РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн работникĕсем, полици тата надзор ĕçĕсен пайĕсен представителĕсем, район администрацийĕн тата Тăвай ял тăрăхĕн пуçлăхĕсем Владимир Ванеркепе Николай Васильев хуравланă. Çитменлĕхсене пĕтерессипе мĕнле ĕçленине район администрацийĕ контрольте тытать.
Источник: "Ял ĕçченĕ"