09 февраля 2015 г.
Саккунсăр нормативлă право акчĕсем йышăнма май паракан сăлтавсемпе условисене тупса палăртас ĕçе лайăхлатас тĕллевпе районти прокуратура вăйра тăракан законодательствăна пурнăçлассипе тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен нормативлă право акчĕсене унпа килĕшỹллĕн йĕркелес тĕллевпе ĕçлĕ канашлу ирттернĕ. Ларăва район прокурорĕ Оксана Ястребова, прокурор çумĕ Андрей Афанасьев, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе çумĕсем, район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ - организаципе контроль тата информаципе тивĕçтерес ĕç пайĕн начальникĕ Елена Бельская, райадминистрацин муниципаллă служащийĕсем хутшăннă.
Канашлура сыхланма йышăннă ĕçсене, право практикин ыйтăвĕсене тата çавăн пекех прокуратурăпа вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем хушшинчи информаци хутшăнăвне тачă йĕркелессине, муниципаллă право акчĕсем йышăннă чухне тунă çитменлĕхсене сỹтсе явнă.
Вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен нормативпа право акчĕсене район прокуратурине çирĕплетнĕ сроксенче тăратмалли механизма туса хатĕрленĕ. Ĕçĕн эффективлăхне ỹстерес тата оптимизаци тĕллевĕпе документсен проекчĕсене тăратассине тата нормативлă право акчĕсене пĕтĕмлетессине электронлă çыхăну майĕсемпе хăвăртлатĕç.
Тĕп федераллă инспектор
пирĕн районта
Кăçалхи февралĕн 4-мĕшĕнче район çыннисене Чăваш Республикинчи тĕп федераллă инспектор Г.С.Федоров йышăннă. Унпа пĕрле йышăнура район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ Валерий Чайкин, район прокурорĕ тата хăш-пĕр службăсен представителĕсем пулнă.
5 çынна йышăннă, вĕсем налук, миграци службин законодательствисене тата çавăн пекех Раççейре гражданство илме май пуррине ăнлантарса пама ыйтнă.
Пурне те тĕплĕ консультацисем панă. Çырупа çырса пани пулман.
О.ЯСТРЕБОВА,
район прокурорĕ, юстицин аслă советникĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"