Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лайăхрах пурăнма хавхалантарĕ

15 февраля 2013 г.

Кăçал Тăвай районĕнче Республика кунĕ иртесси çинчен массăллă информаци хатĕрĕсем пĕлтерсех тăраççĕ. Халĕ, хĕл уйăхĕсем тăраççĕ пулин те, уява мĕнле хатĕрленсе кĕтсе илес пирки тарăннăн шухăшласа илсе вĕсене çине тăрса пурнăçа кĕртсе пыма вăхăт çитнĕ ĕнтĕ. Çакăн çинчен ку енĕпе ĕçлекен ятарлă комисси тăтăшах ларăва пухăнни те çирĕплетсе парать. Анчах уява хатĕрленес ыйтусемпе халăх сĕнÿсем парсан та япăхах пулас çук пулĕ. Çынсем хăйсен шухăшĕсене халĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ ялсенче ирттерекен тĕл пулусенче те, район хаçачĕ урлă та, ытти майпа та пĕлтерме, сĕнÿсем пама пултараççĕ.
Эпĕ сăнанă тата пулса курнă тăрăх, Республика уявĕсем иртнĕ районсен центрĕсем чылай лайăхланса, хитреленсе юлаççĕ. Иккĕленместĕп, пирĕн те çавнашкалах пулĕ. Анчах тăрăшмалла. Республика кунне уявлама хăнасем пирваях район центрне пуçтарăнаççĕ. Малтан курни нумайлăха асра юлать. Çавăнпа та Тăвай ялĕнче çулсем юсавлă та такăр пулмалла. Пирĕн ку енĕпе ĕçлемелли сахал мар, уйрăмах ялти çулсем, кивĕ центртисем, начар. Ленин урамĕпе Ленин проспектĕнчи çулсене юсĕç-ха. Çакăнпа пĕрлех Октябрьски, Киров, Комсомольски урамĕсенчи çулсене те юсамаллах. 40 лет Победы тата Куйбышев урамĕсенчи асфальт сарнă çулсем çинче те шăтăк-путăк нумай. Карл Маркс урамĕнчен Нагорная урамне улăхакан çула асфальт сарасчĕ е, пит май килмесен, чулпа та пулса хытармалла. Тăвай ял тăрăхĕ урлă Людмила Ефремовапа Геннадий Ефимов хушшинчи кĕпере çĕнĕрен туса хăварни кирлĕ. Унсăрăн çумăр çусан асăннă урама пырса кĕме те çук. Çÿлти спорт комплексне те илем кĕртесчĕ. Спорткомплекс патĕнчи Западная урама асфальтлă çул сарсан аванччĕ.
Республика кунĕ пирĕн районта иртни Тăвай районĕнчи халăха хастарлăрах пулма хистет. Ялсенче урамсене тирпейлемелле, вак-тĕвек строительство материалĕсем урамсем тăрăх сапаланса ан выртчăр. Ялсене, урамсене, çулсен айккисене çум курăксенчен тасатмалла, кирлĕ çĕрте чечексем ĕрчетмелле. Пÿртсен тăррисене, хуралтăсене, хÿмесене йĕркене кĕртсе, сăрласа илем кÿмелле. Кирлĕ кирлĕ мар юхăнчăк çуртсене, хуралтăсене ишсен те юрать пуль. Ырă тĕллевпе ăçта тата мĕн тума май килет, çавсене эпир пурне те туса ĕлкĕрме тивĕç. Уява тивĕçлĕ кĕтсе илни кайран та лайăхрах пурăнма хавхалантарĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика