Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вырсарни шкулĕнчисем пултаруллă

29 января 2015 г.

Канаш хулинче вырсарни шкулĕсен тата ача-пăча искусствисен коллективĕсен "Раштав çăлтăрĕ" фестиваль иртнĕ нумаях пулмасть. Канаш тата Тăвай районĕсен Стефан епископ пилленипе пулнă ку меропроияти. Тăвайсем, вăрмарсем, канашсем, елчĕксем, комсомольскисем хутшăннă унта.. Инна, Пинна, Римма сăваплă асап тỹснисен ячĕллĕ Вăрманхĕрри ялĕнчи храмăн "Пукрав" ятлă вырсарни шкулне çỹрекенсем "Звездочки ярко сияли" ятлă юрра шăрантарнă. Номерсем хыççăн ачасене дипломсемпе парнесем парса хавхалантарнă.

"Пукрав" вырсарни шкулĕ 2012 çулта ĕçлеме пуçланă. Инна, Пинна, Римма сăваплă асап тỹснисен храмĕн настоятелĕ Сергий иерей ертсе пырать ăна. Елена матушка Турă саккунĕсене, Н.Петрова юрлама вĕрентеççĕ ачасене. Фотини матушка ал ĕç тума хăнăхтарать. Вĕсем ăсталанă япаласене куравсенче сутма ыйтакансем те пулнă. Пурĕ 12 ача çỹрет храма.

Асăннă шкул районăн обществăлла пурнăçĕнче активлăх кăтартать. "Вифлеем çăлтăрĕн çути" районти конкурса иккĕмĕш çул йĕркелесе ирттереççĕ вĕсем. "Савăнăçлă çăварни", "Мункунри чан сасси" ятлă мероприятисенче те маттур пулнă "Пукрав" вырсарни шкулĕн вĕренекенĕсем. Районти ветерансем пурăнакан уйрăмĕсемпе те çыхăну тытаççĕ вĕсем. Комсомольски районĕнчи Луцкое ялĕнчи храма та çитсе курнă тăвайсем. Унта та пирĕн Сергий иерей ĕçлет. Эпир ăна çирĕп сывлăх, ĕçре çитĕнỹсем сунатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика