23 января 2015 г.
Юрий ПОПОВ, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ: 2015 çул суйлав - республика Пуçлăхĕн, районсен депутачĕсен суйлавĕсен - çулталăкĕ пулнине кура паянхи Çыру пĕлтерĕшĕ уйрăмах пысăк.
Михаил Васильевич политика пирки нумай сăмахламарĕ. Экономика пирки калани, хăй республикăна ертсе пыма пуçланăранпа пурнăçланă ĕçе пĕтĕмлетни килĕшрĕ. Вăл ĕçлеме пуçланă чухне мĕнлерех йывăрччĕ. Тăватă çул иртрĕ те - çивĕч нумай ыйтăва эпир манма та ĕлкĕрнĕ. Шăрăх та типĕ çу пулчĕ. Ĕçсĕрлĕх пысăкчĕ, хваттер туянма пая кĕрсе улталаннă çын йышлăччĕ, садиксем çукчĕ... - çак ыйтусене татса панă, мĕн чухлĕ ĕç тунă! Ку савăнтарать. Çакăн пек ĕçсене тума пултарать-тĕк - вăл халăха, чăваша юратакан çын.
Константин КОСАЧЕВ, РФ Федераци Канашĕн Çĕршывсен хушшинчи ĕçсен комитечĕн председателĕ, Чăваш Енĕн сенатри представителĕ: Кунашкал Çырусене эпĕ нумай итленĕ, çапах пĕр ỹстермесĕрех калатăп: кăçалхи Çыру уйрăларах тăрать. Пĕрремĕшĕнчен, пирĕн çĕршыва йывăр килнипе: тулашри паллă условисем витĕм кỹреççĕ. Çак витĕм регионсене те çитет, çавна май хамăрăн çирĕплĕх саппасĕ мĕнлереххине пĕлни-илтни кирлĕ. Эпĕ Çырура çакна илтрĕм.
Идеал шайĕнчи лару-тăру пулма пултараймасть - Михаил Васильевич çакăн çинчен те каларĕ. Ĕçлемелли пайтах: çул-йĕр строительстви, картишсене тирпейлесси, çынсене юхăннă çуртсенчен куçарасси тата ытти те. Кăçал ачасене садиксенчи вырăнсемпе туллин тивĕçтерессе шанатăп. Çырура алкоголизм, руль умне ỹсĕрле ларакансем тунă аварисенче нумай çын вилни пирки те сăмах пулчĕ. Пĕр сăмахпа, çивĕч ыйтусем пур, анчах эпир вĕсене татса парассăн туйăнать. ЧР Пуçлăхĕн сăмахĕнче çак ыйтусенчен пĕрин тĕлĕшпе те пулин алă усас кăмăл пуррине туймарăм.
Пурне те харăсах татса пама алă çитмест, ресурссем, квалификациллĕ кадрсем çителĕксĕртерех. Çапах тепĕр хут калатăп: тĕрĕс çулпа утни куçкĕрет - кун пирки иккĕленместĕп.
Леонид ВОЛКОВ, вице-премьер - Чăваш Енĕн РФ Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ представителĕ: Çыру республикăшăн, кунта пурăнакансемшĕн питĕ позитивлă пулăм. Мĕншĕн тесен вăл иртнĕ çулсене хаклать, республика малашлăхне палăртать.
Чăнах та, Раççей, Чăваш Ен паян ансат мар лару-тăрура. Çĕршыв умĕнче - геополитика, социаллă пурнăçпа экономика тĕлĕшпе тăракан пысăк тĕрĕслев. Михаил Игнатьев хăйĕн Çырăвĕнче пирĕн республика, халăх çак лару-тăрура ку йывăрлăхсене мĕнле çĕнтермелли пирки тĕрĕс хуравсем панăн туйăнчĕ. Ĕç кăларатпăрах. Кашнин çакна ăнланмалла: малашлăх хамăртан килет. Сỹрĕк мар, çанă тавăрса ĕçлесен, ăс-хакăл енĕпе те, кăмăл-сипет тĕлĕшпе те хамăрăн ĕçе парăнсан, Владимир Путин калашле, "кашни хăйĕн лаптăкне маттиклесен" пирĕн пĕтĕмпех ăнăçлă пулĕ.
Александр Иванов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ: Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Çырăвĕнче Чăваш Енри пур шайри влаç органĕсем, политика партийĕсем, обществăлла организацисем, республикăра пурăнакансем умне лартнă тĕп задачăсене туллин пурнăçланине кăтартнă.
Экономика палăрмаллах тĕрекленнĕ, çĕнĕ производствăсем хута кайнă, вĕрентỹпе сывлăха сыхлас ĕç çĕнелсе лайăхланать, çынсене социаллă пулăшу парасси вăйланнă... Регионта ача сачĕсем пĕрин хыççăн тепри уçăлаççĕ. Республикăри 5 шкул - Раççейре чи лайăххисен шутĕнче. Çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелесси хăвăрттăн пулса пырать. Чăваш Ен Пуçлăхĕ хăйĕн Çырăвĕнче ĕç укçи тỹлевĕ тивĕçлĕ шайри пысăк тухăçлă ĕç вырăнĕсем туса хума май паракан çĕнĕ проектсене пурнăçа кĕртесси çинчен каларĕ.
Çаксене пула Чăваш Енре юлашки виçĕ çулта демографи лару-тăрăвĕ ырă енне улшăннă.
"Эпир усăсăр шантармастпăр, панă сăмаха тытатпăр!"- палăртрĕ Михаил Игнатьев.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Чăваш Республикинче халăх пурăнакан вырăнсен 42 процентне кăна пĕтĕм тĕнчери сетьпе сарлака ярăмлă пралук çыхăнăвĕпе тивĕçтернине кăтартса панă. Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствипе çыхăну операторĕсен задачи - 2018 çулччен "цифрăллă танмарлăха" пĕтересси.
Пирĕнтен кашнин умне пысăк задачăсем лартнă. Республикăра пурăнакан кашни çын Чăваш Енре пурнăç пахалăхĕ ỹснине туйса тăтăр тесен, пирĕн пĕрлешсе, вĕсене татса памалла".
Лев КУРАКОВ, экономика наукисен докторĕ, профессор: Çыру - тарăн шухăшлăскер, республика ыйтăвĕсене çĕршыври лару-тăрупа çыхăнтарса çĕклекенскер. Михаил Игнатьев пĕтĕмпех объективлă та тĕрĕс хакларĕ.
Пĕрремĕш вырăна çынна лартни питĕ килĕшрĕ. Çынсăр пĕр ыйтăва та татса параймăн, пĕтĕмпех çынран килет вĕт. Халăха пулăшсан, социаллă пурнăç енĕпе унăн кăмăлне тивĕçтерсен çынсем темле йывăр лару-тăрура та пĕтĕмпех парĕç - пĕтĕм вăйне, ăс-тăнне. Михаил Васильевич халăх тунă ĕçе пысăка хурса хакларĕ. Паллах, çитĕнỹсем тата пысăкрах пулни аван - çакна никам та хирĕçлемĕ.
Республика кăтартăвĕсем япăх мар. Çакна цифрăсем çирĕплетеççĕ. Фельдшер-акушер пункчĕсене хута яни, инвалидсене ĕçпе тивĕçтерни, ача çуратасси ỹсни, çынсен пурнăç тăршшĕ вăрăмланни - çакă влаç çынсем çинчен шухăшланине, çынсем малалла ăнтăлас кăмăллине кăтартать.
Экономист пулнă май республика экономикăна вун-вун миллиард тенкĕ инвестици хывма пултарни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çырура çакăн çинчен илтнипе чăннипех мăнаçлантăм. Ачасемпе, çамрăксемпе çине тăрса ĕçлени, воспитани ыйтăвĕсене манманни те савăнтарчĕ.
Михаил Васильевич çитменлĕхсене те пытармарĕ. Халăх тăрăшулăхне, экономика ăнăçăвĕсене культура аталанăвĕпе никĕслемеллине те палăртрĕ. Экономика экономикăшăн кăна пулмалла мар - капла ăнăçу тăваймăпăр. Çак самантсене палăртни питĕ килĕшрĕ.
Владимир Ванерке, Тăвай район администрацийĕн пуçлăхĕ: Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне тата Чăваш Ен халăхне янă Çыру республикăшăн, унта пурăнакансемшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ пысăк пулăм. Çыру тарăн шухăшлă, пĕтĕмлетỹллĕ, мĕншĕн тесен вăл иртнĕ çулсенчи ĕçе-хĕле, çитĕнỹсене хаклать, республика малашлăхне палăртать. Экономика çирĕпленсе пыни савăнтарать. Юлашки çулсенче республикăра нумай çивĕч ыйтăва ăнăçлă татса панă, экономикăна нихçанхинчен нумай инвестици хывнă. Михаил Васильевич влаç органĕсем халăхпа пĕрле тунă ĕçе пысăка хурса хакларĕ, çитĕнỹсене пысăклатсах пымаллине, вырăнти резервсемпе тата анлăрах усă курмаллине кăтартса пачĕ. Муниципалитетсенче харпăр хăй туса илекен тупăша ỹстермелле. Тулашри санкцисем хăш-пĕр йывăрлăх кỹнине пăхмасăр çине тăрса ĕçлемелле. "Пĕрлĕхре - вăй" - çакна палăртрĕ Михаил Васильевич. Пĕтĕмпех çынсенчен килет. Çавăнпа социаллă пурнăç ыйтăвĕсем те ялан малтисен шутĕнче.
2015 çулта фельдшерпа акушер пункчĕсем (пурĕ 100) тумалли республикăри программăна пурнăçа кĕртессине пĕлтерчĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ. 60-шне ĕçе кĕртнĕ ĕнтĕ. Пĕлтĕр хамăр районта та икĕ фельдшерпа акушер пункчĕ, райцентрта нумай вырăнлă ку чухнехи ача сачĕ, çынсене, тăлăх-туратсемпе инвалидсем валли хваттерсем хута ятăмăр. Кăçал районта тепĕр икĕ фельдшерпа акушер пункчĕ тумалла.
Ял хуçалăхĕнче, ытти сферăра та ỹсĕмсем пур. Пĕрлех çитменлĕхсем те çук мар ĕнтĕ. Михаил Васильевич та çитменлĕхсене пытармарĕ, вĕсене пĕтермелли майсене асăнчĕ. Çынсен тăрăшулăхĕпе пултарулăхĕ, ăс-тăнĕ, йывăрлăхран хăраманни, вĕсем малашлăхшăн вăй хуни хальхи пурнăçра темрен паха.
Источник: "Ял ĕçченĕ"