09 декабря 2014 г.
Тăван çĕр-шыва юратни, унăн хăвачĕшĕн тăрăшни, патриотлăх çынсен, вăл шутрах çамрăксен те, паха енĕсем пулса тăраççĕ. Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин çакна хăйĕн Федераци Пухăвне янă çырăвĕнче те уçăмлă палăртса хăварчĕ. Ỹсĕм çитнĕ çамрăксем Раççей çарĕн ретне тăни, унта вĕсем хăйсене лайăх енчен кăтартса пани те çамрăксен патриотлăх туйăмĕпе тỹрремĕнех çыхăннă. Хальхи вăхăтра РФ Президенчĕн "Çар тивĕçĕ тата çар служби çинчен" Указĕпе килĕшỹллĕн кĕрхи призыв малалла пырать, вăл 2014 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçланса декабрĕн 31-мĕшĕччен тăсăлать. Унпа килĕшỹллĕн Чăваш Енри 1204 çын çар ретне тăрĕ. Çав шутран пирĕн çар комиссариачĕпе - Канаш хулипе, Канаш тата Тăвай районĕсемпе кĕрхи çар призывĕ вăхăтĕнче 101 çамрăк, вăл шутра Тăвай районĕпе 20 çамрăк Раççей Хĕç-пăшаллă вăйĕсен ретне тăма тивĕç. Ку вăхăт тĕлне чылай çамрăк, вăл шутра пирĕн районтан 19-ăн çар службине кайнă та ĕнтĕ. Президент полкĕнче службăра тăма Канашри çар комиссариачĕпе 3 çамрăка суйласа илнĕ, пĕри нумаях пулмасть çак тивĕçе пурнăçлама тытăннă та ĕнтĕ. Чăн та, вĕсем Тăвай районĕнчен мар. Сăмах майăн каласан, кăçал Президент полкĕнчен Тăвай ялĕнчи Алексей Сорокинпа Кивĕ Пуянкасси ялĕнчи Александр Сучков харпăр хăйĕн служба тивĕçĕсене ăнăçлă татса таврăнчĕç.
Çар службине каякан кашни çын РФ Правительствин 2013 çулхи июлĕн 4-мĕшĕнчи 565 номерлĕ постановленийĕпе килĕшỹллĕн медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухать.
Кăçалхи кĕрхи призыв унчченхинчен хăш-пĕр çĕнĕлĕхсемпе уйрăлса тăрать. Çапла, аслă пĕлỹллĕ призывникăн çар службине мĕнле ирттерессине суйласа илме право пур: вăл призывпа пĕр çулталăк е контрактпа икĕ çул çар службинче тăма пултарать. Пĕтĕмпех призывник кăмăлĕнчен килет. Асăннă правăпа усă курса аслă пĕлỹллĕ икĕ хула çамрăкĕ контрактпа икĕ çул çар ретĕнче службăра пулма кăмăл тунă.
Çакна та асăнса хăвармалла пулĕ: кăçалхи ноябрĕн 13-мĕшĕнче ДОСААФăн Канашри автошкулĕнче призывник кунне асра юлмалла йĕркелесе ирттернĕ. Унта нумай енлĕ кĕрешессипе ăмăртусем, паллă çынсемпе, çав шутрах çар çыннисемпе тата афганецсемпе те, тĕл пулусем иртнĕ, Канашри педколледжра вĕренекенсем концерт лартса панă.
Кĕçех Аслă Отечествăлла вăрçăра Çĕнтерỹ тунăранпа 70 çул çитет. Унсăр пуçне Раççей çарĕсене Афганистанран илсе тухнăранпа та чĕрĕк ĕмĕр. Çак ятпа воин-афганецсене "Афганистанра çапăçусем вĕçленнĕренпе 25 çул çитнине асра тытма" юбилей медалĕсемпе чысласси те малалла пырать. Канаш хулипе, Канаш тата Тăвай районĕсемпе пурĕ 500 яхăн юбилей медалĕ памалла. Çаксем пурте çынсенче, вăл шутра çамрăксенче те, Тăван çĕр-шыва юратас, уншăн вăй хурас тата кĕрешес, унăн тăнăçлăхĕшĕн çине тăрас патриотла туйăма çирĕплетсе-вăйлатса пыма витĕм кỹрĕç, хавхалантарĕç.
Источник: "Ял ĕçченĕ"