09 декабря 2014 г.
Чăваш Республикинчи сывлăха сыхлас учрежденийĕсене 2012 çултанпа, "Земство тухтăрĕ" программа ĕçлеме пуçланăранпа, 239 тухтăр килнĕ. Ытларахăшĕ Канаш (41 çын), Патăрьел (33), Шупашкарпа Муркаш районĕсене (22-шер врач).
Сывлăх сыхлав министерстви пĕлтернĕ тăрăх, кăçал тĕллевлĕн вĕрентмешкĕн 9 çамрăк специалистпа килĕшỹ тунă, вĕсем интернатура хыççăн ялсенчи медучрежденисене ĕçлеме кайĕç.
Пирĕн района çак хушăра 7 çамрăк специалист килнĕ, вĕсенчен 4-шĕ хамăр тăрăхра çуралса ỹснĕ. Вера Сядакова педиатрта, Вера Ильина, Надежда Сергеева терапевтра, Владимир Гурьев хирургра, Венера Чумышева функци диагностикин врачĕнче, Ольга Антонова рентгенологра, Алевтина Падюкова врач-лаборантра тăрăшаççĕ.
Тушкилти пĕтĕмĕшле пулăшу паракан врач уйрăмне аслă пĕлỹллĕ медицина работникĕ кирлĕ. Ун пирки заявка тăратнă ĕнтĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"