Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пархатарлă ĕçшĕн тав тăваççĕ

12 февраля 2013 г.

Ĕлĕк çынсем ытларах курăк çинĕ, йывăр ĕçсене алăпа тунă. Сипленнĕ чухне халăх медицинипе усă курнă. Сывлăх учрежденийĕсем аякра пулнипе ялтан вăшт-ваштах тухман, çывăхри эмелçĕ е юмăç патне çул тытнă. Пĕлсе сипленменнипе çирĕп кĕлеткеллисем те ураран ÿкнĕ. Чирĕ вăйлах хуçаланма пуçласан, вырăнпа выртма тытăнсан кăна темиçе çухрăмра вырнаçнă больницăна, амбулаторие çул тытнă. Ун чухне ятарлă специалистсем çитмен, эмеллемелли тата çыхмалли япаласем, тĕрлĕ аппаратура сахал пулнă. Вĕрĕлнĕ çын сывалаймасăрах тухнă чылай чухне.
Çулсем иртнĕ май сывлăхшăн тăрăшакан система аталанма пуçланă. Больницăсем нумайланнă, ятарлă центрсем уçăлнă, диспансерсем ĕçлеме пуçланă, санаторисем çынсене тивĕçтернĕ, фельдшерсем ялсенчех чирлисене йышăнма тытăннă. Медицина учрежденийĕсене çĕнĕрен те çĕнĕ оборудованисем панă. Малтанхипе танлаштарсан, çынсен сывлăхне упрасси çÿллĕ шая çĕкленнĕ.
Апла пулин те Раççей правительстви медицина системине тимлĕхрен кăларман. Ялсенче врач офисĕсен çурчĕсем çĕннисем тунă е пушă вырăнсене тĕплĕ юсаса чирлисене йышăнассине йĕркеленĕ. Медицинăна çĕр ĕçченĕсен çывăхнерех тунă çапла. Нумаях пулмасть, ак, республикăри ялсенчи фельдшерпа акушер пункчĕсене çĕнетме йышăну кăларчĕç.
Офиссене халь пĕтĕмĕшле практикăллă врач уйрăмĕ, теççĕ. Пирĕн районта та пур вĕсем. Тăвай ялĕнчи Октябрьски урамра вырнаçнă аптека çуртĕнче тивĕçтерет çынсене асăннă медицина учрежденийĕ. Кунти ĕçсене аслă пĕлÿллĕ, пысăк опытлă врач-терапевт Татьяна Николаевна Михайлова йĕркелесе пырать. Асăннă уйрăмри ĕçченсен тăрăшулăхĕпе çак кунсенче тĕплĕн паллашма тÿр килчĕ. Ара, кĕркунне е хĕллехи вăхăтра тĕрлĕ чир хăйсем пирки аса илтерсех тăрасшăн. Хăш-пĕр органсем ан аптăратчăр е чире маларах тупса палăртас тĕллевпе тĕрĕслев витĕр тухмалла.
–Кунта эпир çынсене 2004 çулта йышăнма пуçларăмăр. Пурĕ 1560 çын (Тăвай – 1066, Çĕнĕ Пуянкасси – 499) сывлăхне тĕрĕслесе тăма шаннă пире. Сменăра хальхи вăхăтра 25 пациент та килет пирĕн пата. Сывлав çулĕсен ерекен инфекци чирĕсемпе аптăракансем нумайланчĕç. Юн çаврăнăш системи канăçсăрлантараканнисем, апат ирĕлтерекен органсем хавшанисем килеççĕ тата ытти те, – хăйсен ĕçĕ пирки кĕскен каласа кăтартрĕ Т.Михайлова врач.
Ăна хирĕç ларакан А.Данилова медсестра юн пусăмĕ мĕнле пулнипе кăсăкланчĕ, медицина полисĕн номерĕсемпе паллашрĕ, врач ĕçме сĕннĕ эмел ячĕсене тата мĕнле анализсем памаллине çырса пачĕ.
–Татьяна Николаевна, эмел тумлампа ярса тăмалли система лартнă хĕрарăма пырса пăхаймастăр-и? – терĕ Н.Федорова медсестра пÿлĕме кĕрсен.
–Юрать.
Тепĕр пÿлĕмре виçĕ кравать вырнаçтарнă. Унта йывăртарах чирлисем сывалаççĕ иккен, кăнтăрлаччен сăнаса тăраççĕ вĕсем мĕнле туйнине медицина работникĕсем. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин участникĕ Тăвай ялĕнче пурăнакан Валентина Пермякова выртать пĕрин çинче.
–90 çултан иртрĕм, сывлăха тĕрĕслеттерсех тăратăп, – тет вăл.
–Эпĕ Çĕнĕ Пуянкассинчен çÿретĕп, Мария Чеснокова, пуç ыратни врач уйрăмне килме хистерĕ. Йĕплесех сыватас терĕç. Питĕ ырă кăмăллă çынсем ĕçлеççĕ кунта, – калаçăва хутшăнчĕ тепĕр кравать çинче выртакан хĕрарăм та.
Тăвайĕнчи А.Яковлева килсе кĕчĕ кĕçех. “Санăн медицина карточки кунта-и?“ – тĕпчеме пуçларĕ унран С.Табакова медсестра.
Чечеклĕ халат тăхăннă О.Михайлова техслужащи витре тулли шыв тата швабра йăтса тухрĕ. Урайне çăвасшăн ĕнтĕ. Кăнтăрла килĕсене каймаççĕ медицина работникĕсем, уйрăмрах апатланаççĕ.
Эрнере пĕр кун Т.Михайлова врач Çĕнĕ Пуянкассинчи фельдшерпа акушер пунктне çула тухать. Ялта пурăнакансемпе тĕл пулса калаçать, сĕнÿсем парать. Кирлĕ пулсан Тăвайри тĕп больницăра выртса сипленме направлени хатĕрлет.
Ĕçĕ нумай ку уйрăмрисен. Профилактика прививкисем кама тума вăхăт çитнипе кăсăкланмалла, флюорографи ÿкерчĕкĕ пирки аса илтермелле, хĕрарăмсен сывлăхĕ çинчен те манмалла мар. Учетра тăраканнисем, инвалидсем хăйсене мĕнле туйнипе интересленмелле. Тĕп врач ирттерекен ларусене хутшăнмалла.
Астма, сахăр тата ытти чирсен шкулне çÿрекенсемпе калаçăва хатĕрленмелле, тĕрлĕ отчет тумалла тата ытти те.
–Тавтапуç, ман пулчĕ. Ыран иртерех килетĕп пулĕ-ха, – тесе тухса кайрĕ пĕр пациенчĕ эпир калаçнă хушăра.
Ĕçне кура – хисепĕ. Ăшă сăмах та каласа хăвараççĕ ав, Тăвайри пĕтĕмĕшле практикăллă врач уйрăмĕн коллективне. Кун хыççăн кун иртет çапла.
 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика