28 ноября 2014 г.
Чăваш Республикин Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви Чăваш Енре пурăнакансене тăнăç вăхăтра çар тивĕçне пурнăçласа пуç хунă ентешсене ялан асăнса пурăнмалла тăвас тĕллевпе пичете хатĕрлекен "Астăвăм кĕнекин" алçырăвне пĕрле тишкерме сĕнет.
Асăннă кĕнеке-палăк Раççей Федерацийĕн 1993 çулхи январĕн 14-мĕшĕнче вăя кĕнĕ "Çĕр-шывăмăра хỹтĕлесе пуç хунисене асăнмалла тăвасси çинчен" саккунĕпе килĕшỹллĕн çитес вăхăтра кун çути курĕ. Чăваш Республикинче ăна Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин ертсе пынипе тата пулăшнипе хатĕрлеме тытăннă ĕнтĕ. Унта Чăваш Енре çуралса ỹснĕ, мирлĕ вăхăтра - 1946 çултан пуçласа паянхи кунччен _ юнлă тĕрлĕ хирĕçтăрура çар тивĕçне пурнăçласа пуç хунă çынсене кĕртĕç.
Чăваш Республикин патшалăх электрон тата кинодокументаци архивĕн тата республикăри çар комиссариачĕн сотрудникĕсен тăрăшулăхĕпе 580 çар çыннин списокне хатĕрленĕ. Ку - "Астăвăм кĕнекин" алçырăвĕн тĕп никĕсĕ. Унта çар çыннисен даннăйĕсем кĕнĕ.
Кĕнеке-палăк тулли тата тĕрĕс пуласси, хисеплĕ вулаканăм, санран та нумай килет. Хăвăр шухăшăрсене, сĕнĕвĕрсене 2015 çулхи мартăн 31-мĕшĕччен муниципалитет йĕркеленĕвĕсенчи материал пухассишĕн яваплă çынсене пĕлтерме пултаратăр.