21 ноября 2014 г.
"Ял ĕçченĕ" хаçатăн 2014 çулхи ноябрĕн 14-мĕшĕнчи номерĕнче çырнăччĕ ĕнтĕ, республикăн 2013-2017 çулсенче "Граждансене Чăваш Республикин территорийĕнче вырнаçнă юхăнса çитнĕ пурăнмалли çурт-йĕр фондĕнчен куçарасси" адреслă программине пурнăçласа, 860 авариллĕ çуртра пурăнакан 13,2 пин çынна (5 пин çемьене) çĕннисене куçармалла. Хальхи вăхăтра Программăн I тапхăрĕ (2013-2014 çулсем) вĕçленсе пырать, çавăнпа иккĕмĕш тапхăрне (2014-2015 çулсем) пурнăçа кĕртме тытăнаççĕ.
Программăн I тапхăрĕнче нумай хваттерлĕ 267 кивĕ çуртран 3824 çынна е 1424 çемьене куçармалла пулнă пулсан, II тапхăрта - 38,1 пин тăваткал метрлă 211 авариллĕ çуртран 2946 çынна е 1133 çемьене çĕнĕ çуртсене вырнаçтармалла. Çакна валли 1068,3 млн. тенкĕ тăкаклама пăхнă. Паянхи куна торгисем пыраççĕ, контрактсем тăваççĕ.
Муниципаллă йĕркеленỹсемпе илсен, Программăн I тапхăрне Элĕк, Вăрнар, Куславкка, Комсомольски, Красноармейски, Хĕрлĕ Чутай, Вăрмар, Çĕрпỹ, Шăмăршă, Çĕмĕрле районĕсем, Канаш хули вĕçленĕ, Улатăр, Йĕпреç, Канаш, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш, Пăрачкав, Шупашкар, Етĕрне, Тăвай районĕсем ăна вĕçлесе пыраççĕ. Пирĕн районта, асăннăччĕ ĕнтĕ, 7 çемьене (20 çын) юхăннă çурт-йĕртен çĕннине куçармалла. Пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 247,1 тăваткал метрпа танлашать. Çуртне "Янтиковская" МСО УАО тунă.
Улатăр, Çĕмĕрле, Шупашкар хулисем I тапхăра срокра вĕçлеймес хăрушлăх пур.
Программăн II тапхăрне пурнăçлассипе Элĕк, Йĕпреç, Канаш, Комсомольски, Пăрачкав, Вăрмар, Шăмăршă районĕсем тулли калăпăшлă контрактсем, Улатăр, Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш, Çĕрпỹ, Шупашкар районĕсем, Улатăр, Çĕмĕрле хулисем пысăк мар пайне тунă. Вăрнар, Красноармейски, Çĕмĕрле, Етĕрне районĕсемпе Канаш, Шупашкар хулисем хальлĕхе контрактсем туман-ха.
Адреслă программăна, муниципалитет килĕшĕвĕсене туллин пурнăçласси - пысăк яваплă ĕç.
Источник: "Ял ĕçченĕ"