Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрманхĕррисем мала тухнă

14 ноября 2014 г.

Юпа уйăхĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ хыççăн "Тăвай районĕнчи сĕт-çу фермин чи лайăх коллективĕ" ята Алексеев хресчен-фермер хуçалăх ĕçченĕсем çĕнсе илни çирĕпленнĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ В.Чайкин, ял хуçалăх секторĕнчи АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн эксперчĕ Е.Михайлова выльăх пăхакансене тата Б. Алексеев ертỹçĕне диплом, приз тата хаклă парне панă. Хуçалăхра ĕçе лайăх йĕркеленĕ, выльăх пăхакансем тăрăшаççĕ. Вĕсем пĕр кун та канмаççĕ. Мăйракаллă 81 шултра выльăх усраççĕ хресчен-фермер хуçалăхĕнче, вĕсенчен 35-шĕ сăваканни. Январь-октябрь уйăхĕсенче 100,6 тонна сĕт туса илнĕ, ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне пĕр ĕне пуçне вăтам сăвăм 2874 килогрампа танлашнă.

Раиса Алексеевна Шурасева, Любовь Степановна Гаврилова, Николайпа Василий Алексеевич Лаптинсем, Николай Варсанофьевич Павлов, Владимир Алексеевич Николаев хăйсене шанса панă тивĕçĕсене аван пурнăçлаççĕ. Выльăхсене хĕл ăнăçлă каçарассишĕн тимлеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика