Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Магазинра - сăпайлă ĕçченсем

07 ноября 2014 г.

Пирĕнтен кашниех хăй ĕмĕрĕнче мĕнле çынпа кăна тĕл пулмасть-ши? Пĕчĕк чухне çемьери хутшăнусене сăнатпăр, вĕренетпĕр. Каярахпа юлташсемпе пачах палламан çынсем хăйсене мĕнле тыткаланине асăрхатпăр, çак хутшăнусене хăйне майлă тĕпчетпĕр (ырлатпăр е сивлетпĕр). Çапла вара çав тĕл пулнă çын пирки пĕтĕмлетỹ тăватпăр.

Нумаях пулмасть Тăвайĕнчи "24 сехет" ятлă магазина кайрăм. Алăкран кĕрсенех касса умĕнчи палламан хĕр ача: "Сывлăх сунатăп. Малалла иртĕр. Эсир мĕн илесшĕнччĕ? Пулăшмалла мар-и?" - тесе кĕтсе илнипе ним калама пĕлмесĕр тăпах чарăнса тăтăм. Кун пек калаçнине халь эпир час-часах илтейместпĕр мар-и ара? Таварсем суйласа çỹренĕ вăхăтра ĕлĕк, çамрăк чухне, Енĕш Нăрваш ялĕнчи кайри касри пĕчĕк магазинта Александра Меркурьева (йывăр тăпри çăмăл пултăр!) япала туянма пынă çынсемпе çавăн пек ăшă кăмăллă, тараватлă калаçнине аса илтĕм. Пусăрăнчăк кăмăл та таçта кайса çухалчĕ. Чунра ăшă-ăшă туйăм çуралчĕ.

Ку магазинта халь çĕнĕ коллектив иккен. Касса умĕнче Мальвина Баталова, Вероника Иванова, Елена Туйгачева, Алина Сергеева (оператор), Зоя Баталова (тирпейлĕхшĕн тăрăшать) ĕçлеççĕ. Вĕсен кăткăс та ответлă ĕçне Светлана Петрова заведующи йĕркелесе пырать.

Сутуçăсем тавар илме пынă çынпа кăмăллă калаçни, кирлĕ япалана часах тупса пама, таварăн лайăх енĕсем çинчен ăнлантарма, сĕнме пĕлни тавар çаврăнăш планне ирттерсе тултарма та пулăшать ĕнтĕ. Çакăн пек паха енсемпе палăрса тăракан сутуçăсем патне час-часах тавар туянма та кĕрес килет, вĕсем кашни çыннăн чун хавалне, кăмăл-туйăмне çĕклеççĕ.

Халĕ эп юлашкинчен

Акă мĕн сире сунасшăн:

Ырă сăмах чуна ăшăтать,

Пурăнма вăй-хал парать.

Телей те сывлăх ĕмĕр пултăр,

Ăмăртура малтисем пулăр!

Пархатарлă та кăткăс ĕçĕнче чăтăмлăх, ыр кăмăллăх, пуçаруллăх, сăпайлăх туйăмĕсем малашне те ан сĕвĕрĕлтĕрччĕç вĕсенче.

Ăнăçу та иксĕлми телей сире, çамрăк сутуçăсем!

В.ТЕРЕНТЬЕВА, педагогика ĕçĕн ветеранĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика