28 октября 2014 г.
Тăвай сăртсен айлăмĕнче, илемлĕ вырăнта вырнаçнă. Ял витĕр икĕ юхан шыв юхса выртать. Анчах ĕлĕкхи шыв арманĕсем те, пĕвесем те çук вĕсем çинче. Ансат пурăнма хăнăхрăмăр пулас.
Юхан шывсене пĕвелесе çыран хĕррипе шай шыв тытсан, тулăх шывра йышлă пулăсем çатăлтатма пуçласан, çамрăксене шыва кĕмелли майлă вырăнсем туса парсан ял татах та хитререх те илемлĕрех пулмалла-çке те.
Тасалăх енĕпе Тăвай халăхне хурлас шухăш çук ман. Урамĕсем пĕринчен тепри тасарах та типтерлĕрех. Тăвай ялĕ витĕр кунсерен мĕн чухлĕ çын çỹрет, кашниех асăрхать пулĕ район сăн-сăпачĕ çулсерен хитреленсе, илемленсе улшăнса пынине. Уйрăмах - Ленин проспекчĕпе Ленин урамĕ. Кивĕ çуртсене те çулсерен çĕнетсе пыраççĕ. Çу кунĕсенче урамра вуншар тĕспе куçа йăмăхтарса ларакан хитре чечексем тавралăха, çут çанталăка илем кỹреççĕ. Чылайăшне тимĕр карта тытса çавăрнă, сăрласа илемлетнĕ. Тăвай халăхĕ выльăхне те куçран вĕçертмест пулĕ, хăш ялта пур урамсенче çапла чечек ешерни.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке ертсе пыракан коллектив тăрăшнипе ырă ĕçсем Тăвайра сахал мар пулса пыраççĕ. Юлашки çулсенче ялсенче те пурнăç çĕнелсе, лайăхланса, аталансах пырать. Культура çурчĕсене, ача сачĕсене, фельдшер пункчĕсене, ферма çурчĕсене, хваттерсене, çулсене нумайăшне юсаса çĕнетеççĕ е çĕнĕрен тăваççĕ. Пур ĕçе те район вăйĕпе кăна тума çук паллах. Хăш-пĕр ĕçсем халăх, спонсорсем пулăшнипе, ял тăрăхĕсем, район е патшалăх пулăшнипе пурнăçланаççĕ.
Районта предпринимательсем е фермер хуçалăхĕсем йĕркелекенсем йышлансах пыраççĕ. Тăвай енре 61 пĕчĕк предприяти, 248 уйрăм предприниматель ĕçлет. Вĕсем чылай çынна ĕçпе тивĕçтереççĕ. Тĕмер ялĕ çывăхĕнче Паснерка туризм бази тăваççĕ, унти ĕçсене Олег Сергеевич Восторгин предприниматель йĕркелесе пырать. Енĕш Нăрвашра тепĕр хастар та пултаруллă çын С.Дмитриев тăван ялĕнче канăва, туризма аталантарас енĕпе тăрăшать. Сергей Николаевич колхозăн сачĕпе утарĕ пулнă çĕрте илемлĕ те илĕртỹллĕ вырăнта "Упа кĕтесĕ" ятлă база уçнă. Халĕ унта çынсем юбилейсем, туйсем ирттерме, çуралнă кунĕсене уявлама, канма çỹреççĕ.
Тăвай ялĕнче 2011_2013 çулсенче нумай хваттерлĕ 13 çурта тĕпрен юсанă, 39 çуртри хваттерсене газпа харпăр хăй хутса ăшăтасси çине куçарнă. Нумай хваттерлĕ çуртсен тăррисене чылайăшне çĕнĕрен улăштарнă.
Иртнĕ çулта çеç-ха Салара çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ ĕçлеме пуçланă. Тăвайра газ участокĕн сервислă центрĕн çĕнĕ çурчĕ уçăлнă. Вăтаялĕнче çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ ĕçлеме пуçламалла. Район центрĕнче 176 вырăнлă икĕ хутлă çĕнĕ садик ачасене йышăнма тытăнĕ. Районти больница çуртне те тĕпрен юсанă, халĕ вăл çĕнĕ пекех. Чирлĕ çынсене тĕп больница, пĕтĕмĕшле практика врачăн 7 офисĕ, 15 фельдшерпа акушер пункчĕ тивĕçтерет. Тĕп больницăра 72 койка вырăн, вĕсенчен 22-шĕ кăнтăрлахи уйрăмра сипленмелли. Районти сывлăх сыхлавĕн системинче 280 работник вăй хурать, çав шутра 40 врач тата 146 вăтам сыпăкра ĕçлекенсем. Иртнĕ çулсенче çеç-ха пысăк сооружени - виçĕ хутлă спорт комплексĕ хута кайрĕ. Çамрăксене канма пур услови те пур унта, шыва кĕмелли бассейн таранах.
Вăтам шкул çурчĕ те мĕн тери илемлĕ район центрĕнче. Ун пек чаплă шкулсем республикăра та сахал пулĕ. Çак шкулта çамрăксене вĕренме, ăс пухма пур услови те çителĕклĕ. Шкулăн пурлăхпа техника бази пуянлансах пырать. Спорт залĕ иккĕ, конференци залĕ, медиацентр, пысăк столовăй, компьютер класĕсем иккĕ. Тăвай шкулĕнче харпăр хăй ĕçне чăннипех чунтан парăннă пултаруллă, талантлă вĕрентекенсем ĕçлеççĕ.
Кăçалхи çул Тăвай шкулĕнче 600 ача вĕренет, 35 вĕрентекен ĕçлет. Коллектив тăрăшнипе кунта юмах çĕр-шывĕ туса хунă. Картишне кĕрсенех çуллахи вăхăтра фонтан пĕрĕхет, йывăçран пураласа тараса макечĕ туса хунă, унтах çил арманĕ, вĕçен кайăксен кĕлеткисене вырнаçтарнă. Çуллахи вăхăтра шкул йĕри-тавра вуншар тĕспе куçа йăмăхтарса ларакан хитре чечексем ешереççĕ.
Паянхи куна районти 10 вăтам шкулта 172 учитель тăрăшать. Вĕсенчен 95 проценчĕ аслă пĕлỹллĕ, 19 проценчĕ аслă категориллĕ. Арканмасăр сыхланса юлнă пĕрлешỹллĕ хуçалăхсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем те майĕпен аталанса пыраççĕ. Илларионов хресчен-фермер хуçалăхĕ ăратлăха лайăхлатас шутпа Саратов облаçĕнчен 66 пуç ăратлă пушмак пăру илсе килнĕ. В.Грачев хресчен-фермер хуçалăхĕнче типлă проектпа 200 пуçлăх ĕне вити тунă. Илларионов фермер хуçалăхĕнче те 200 пуçлăх пăру вити тăваççĕ. Йышлă выльăх усракан хуçалăхсенче, тĕслĕхрен, "Акконд-агро фирма" предприятире ку вăхăт тĕлне 1353 пуç ĕне выльăх усраççĕ, çав шутран сăвакан ĕнесем 605 пуç, тăхăр уйăхра кашни ĕнерен 4830 кг сĕт суса илнĕ. Илларионов хресчен-фермер хуçалăхĕнче 602 пуç ĕне выльăх, çав шутран 319 пуç - сăваканни. Грачев хресчен-фермер хуçалăхĕн те чылай ĕне выльăх, çав шутран сăвакан ĕнесем 145 пуç, тăхăр уйăхра кашни ĕнерен 5705 килограмм сĕт сунă. "Дружба" хуçалăхăн та 415 пуç ĕне выльăхран сăваканни 126, вĕсем тăхăр уйăхра кашни ĕнерен вăтамран 3382 килограмм сĕт антарнă. "Чутеевский" хуçалăх 377 пуç ĕне выльăх усрать, çав шутра сăвакан ĕнесем 140 пуç, тăхăр уйăхра кашни ĕнерен 3932 килограмм сĕт сунă.
Пĕр-икĕ çул каялла район центрĕнчи автовокзалран инçех те мар вырнаçнă суту-илỹ çуртĕнче Шупашкарти "Акконд" предприятин уйрăмĕ ĕçлеме пуçланă. Магазинта икçĕр ытла тĕрлĕ кондитер изделийĕ сутаççĕ. Хуласенче те хăйĕн продукцине сутассине йĕркеленĕ малтан малалла утакан коллектив. "Акконд" фирма магазинĕсем чылай çĕрте суту-илỹ тăваççĕ. Хамăр çĕр-шывра кăна мар, ют çĕр-шывсенче те нумай сутăнать. Шупашкарти "Акконд" кондитер фабрикинче икĕ хут экскурсире пулса цехсем тăрăх курса çỹренĕ эпĕ. Çавăнпа, тен, фабрика ĕçĕ-хĕлĕ çинчен кăштах ăнланатăп. Фабрикăри ĕçсене йăлтах автоматизациленĕ. Пур çĕрте те ку чухнехи технологи линийĕсем ĕçлеççĕ. Çавăнпа ĕç тухăçлăхĕ те пысăк. Шупашкарти кондитер фабрики республикăра чи нумай налог тỹлекен предприятисенчен пĕри. Фабрикăра виçĕ сменăпа икĕ пин çурă çын ĕçлет. Çавăн пек пысăк коллектива ертсе пыма çăмăл мар, паллах. Фабрикăра ĕçлеме тем тĕрлĕ специалистсем те кирлĕ. Инженерсемпе технологсемех 170 çынран кая мар. Уйрăмах программист, маркетолог специальноçĕсемпе кирек хăçан та ĕç тупма пулать, теççĕ. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Иванов 1987 çултанпа кондитер фабрикин генеральнăй директорĕ. Хамăр район экономикине аталантарас ĕçре те нумай пулăшать. Вăл тăрăшнипех районта "Акконд-агро фирма" общество йĕркеленчĕ, ĕне выльăх ĕрчетекен комплекс ĕçлет.
А.ИВАНОВ. Çăлпуç ялĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"