24 октября 2014 г.
Статистика кăтартса панă тăрăх, кĕркуннепе хĕл çывхарсан вут-кăвар инкекĕсен хисепĕ ỹсет. Вĕсен тĕп сăлтавĕ - хутакан кăмакасемпе мăрьесем юсавсăр пулни. Апла пулсан вĕсене хутмалли сезон пуçланиччен хальтерех юсамалла. Пурăнакан çуртсенчен кашни вуннăмĕш пушар кăмака юсавсăр е унпа тĕрĕс мар усă курнине пула тухать. Вут-кăвар инкекĕ сиксе тухас-тăк, сирĕн кил-çуртăрпа пурлăх кăна мар, кỹршĕсен те кĕл купи айне пулса юлма пултарать. Тепĕр чухне вут-кăварта çынсен пурнăçĕ те татăлать.
Çавăнпа та кăмакасене пĕлекен ăстасене тутарма тата юсаттарма тăрăшмалла. Мăрьесене асбест тата тимĕр трубасемпе тумалла мар, кирпĕчпе купаламалла. Кăмака пайĕ е мăрье йывăçа лекекен вырăнта изоляци шанчăклă пултăр. Хутмалли сезон пуçланиччен кăмакасемпе мăрьесене хăрăмран тасатни кирлĕ. Хăрăм тивсе кайма пултарать. Кăмака е плита çăварĕ умне урайне калăпăшĕпе 50х70 сантиметртан кая мар тимĕр листи çапмалла.
Кăмакана сивĕ вăхăтра ытла вĕри хутни те инкек патне çитерме пултарать. Çапла ан пултăр тесен, кунне икĕ хутчен _ ирпе тата каçпа хутни вырăнлă. Çунакан кăмакана пăхакансăр е ача-пăчана шанса хăварма юрамасть. Тивертнĕ чухне бензинпа, краççынпа, топливăпа усă курмалла мар. Тивсе кайма пултаракан япаласене те кăмака умне çакма тата хума юрамасть. Кăмакапа сĕтел-пукан, шкап, вырăн хушши 70, кăмака çăварĕнчен 125 сантиметртан çывăх ан пулччăр.
Кăмакана çиелтен тăмпа хăйăр хутăшĕ сĕрмелле, вара шуратмалла. Мачча тăрринчи мăрьене те тăмпа сĕрсе шуратмалла.
Асра тытăр, хутмалли сезона хатĕрленнĕ чух пĕлтерĕшсĕр ĕç çук, пур ĕçе те яваплăха туйса пурнăçламалла. Сыхă пулнине нимĕн те çитмест.
Источник: "Ял ĕçченĕ"