24 октября 2014 г.
-Кăçал фермăри выльăх-чĕрлĕх валли утă-улăмпа сенаж çителĕклĕ хатĕрлесе хутăмăр. Утă-улăма рулонласа хунă, сенаж - траншейăра. Фуражлăх тырă та çителĕклĕ уйăрнă, - кĕскен пĕтĕмлетрĕ çу каçа тăрăшнине Вăрманхĕрри ялĕнчи Б.Алексеев хресчен-фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕ Борис Левкеевич.
Хуçалăх ферминче 83 пуç мăйракаллă шултра выльăх усраççĕ, çак шутран 35 пуçĕ - сăвакан ĕнесем. Кăçал кунта сĕт туса илесси, ĕнесен продуктивлăхĕ сисĕнмеллех ỹснĕ. Ĕнесен йышне малашне ỹстерсе пырас ĕмĕт-шухăшлă хресчен-фермер хуçалăхĕн ертỹçи. Паллах, кĕтỹ пахалăхне те лайăхлатса пырасшăн. Ĕне выльăхсене кăçал кĕтỹре çу каçа Владимир Николаевпа Николай Павлов пăхнă. Сăвакансем Раиса Шурасевапа Любовь Гаврилова. Раиса Алексеевна ятарлă вăтам пĕлỹпе ĕçлет фермăра, вăл хăй вăхăтĕнче Вăрнарти техникумра ветеринара вĕреннĕ.
Николайпа Василий Лаптинсем хĕлле те, çулла та фермăран татăлмаççĕ, кунти механизмсемпе çыхăннă тата ытти ĕçсене йĕркелесе-пурнăçласа тăраççĕ. Çулла вĕсемех выльăх апачĕ те хатĕрленĕ. Николай Алексеевич курăксем çулать, утăлăх преслать, сенажлăх та вĕтетсе парать. Василий Алексеевич çав массăна траншейăна турттарнă. Кĕркунне ĕнесем кĕтỹрен кĕнĕ çĕре валли те симĕс масса çулса хатĕрленĕ кашни кунах.
Тырра Илья Ефимовпа Вячеслав Александров икĕ комбайнпа - СК-5 "Нивăсемпе" - çапса илнĕ. Вĕсем иккĕшĕ те Пуянкасси ялĕнчен. Вырма вĕçленсен Илья Валерьянович трактор çине ларнă, сухалама, çĕртме сухи тума тытăннă. 60-70 гектар ĕлкĕрнĕ сухалама.
Хресчен-фермер хуçалăхĕн çитес çул акма урпапа çурхи тулă вăрлăхĕсем çитеççĕ. Урпине сортласа та хунă. "Сĕлĕ вăрлăхĕ туянмалла пулать", - терĕ Б.Алексеев. Люцерна вăрлăхĕ хăйсем çапса илнĕ.
Хальхи вăхăтра фермăра витесене хĕле хатĕрлес ĕçсем пынине каларĕ. Çитес çуракине хатĕрленсе, çурхи тулла сортласа хурасшăн пулнине пĕлтерчĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"