14 октября 2014 г.
"Спорт çынсем хушшинчи диалога çирĕплетме пулăшнине нимĕнпе те хаклама çук. Чăн-чăн спортăн чиккисем те, национальноçĕ те çук. Вăл политика тулашĕнче, пултарулăхпа пĕрлĕхе аталанма май парать, çакăнта унăн паянхи пысăк пĕлтерĕшĕ",- тенĕ Владимир Путин. Пирĕн республикăна Раççей Президенчĕ Владимир Владимирович Путин килсе çитнĕ. Вăл "Раççей - спорт патшалăхĕ" форума уçнă çĕре хутшăннă. "Спорт пĕрлĕхĕнче - тĕнче пĕрлĕхĕ: пĕтĕмĕшле интерессен стратегийĕ" темăна сỹтсе явнă унта. Спорт резервне хатĕрлес, ГТО комплексне çĕнетес, Раççейре пысăк спорт мероприятийĕсем ирттерес ыйтусене пăхса тухнă.
Раççейри тата 20 çĕр-шыври физкультурăпа спортăн 2 пин ытла специалисчĕ хутшăнать форума. Раççей Президенчĕ Владимир Путин Çĕнĕ Шупашкарти çăмăл атлетсен манежне çитсе курнă. Унта вăл Раççей командинчи спортсменсемпе, Нанкин хулинчи "Çамрăксен çуллахи вăййисем - 2014" ятлă мероприятие хутшăннисемпе тĕл пулнă. Владимир Владимировичпа пĕрле Раççей спорт министрĕ Виталий Мутко тата Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пулнă.
Çамрăксен вăййисен çĕнтерỹçисене саламланă Владимир Путин, малашне медальсем тăтăшах çĕнсе илме суннă. Команда членĕсем хăйсене тимлĕх уйăрнăшăн çĕр-шыв Президентне тав тунă, малашне Раççей чысне хỹтĕлессишĕн пĕтĕм вăй-халне пама пулнă. Нанкин (Китай) хулинчи вăйăсенче Раççей команди 27 ылтăн, 19 кĕмĕл, 11 бронза медальсем çĕнсе илсе, иккĕмĕш вырăна тухнă.
Виççĕмĕш номерлĕ олимп резервĕн шкулĕн çăмăл атлетсен манежне реконструкцилени пирки каласа кăтартнă. Çăмăл атлетсен тĕп арена, вăйă залĕ, 50 метрлă бассейн тата ытти залсем пур халь.
Арена çинче тренировка ирттерекен çамрăк спортсменсемпе канашланă Раççей Президенчĕ çакăн хыççăн, ăнăçусем суннă.
Владимир Владимирович Путин çĕр-шыври физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе ĕçлекен канаш ларăвне те ертсе пынă.
Унта пухăннисем 2016-2020 çулсенче спортăн пурлăхпа техника базине аталантарас, физкультурăпа спорт мероприятийĕсен системине çĕнетес ыйтусене сỹтсе явнă.
Источник: "Ял ĕçченĕ"