08 октября 2014 г.
Сивĕрех çил çынсен кăмăлне сỹрĕклетеймерĕ. Юр пĕрчисем те ỹккелерĕç пулин те, "Кĕр парнисем-2014" ярмăрккана çынсем сахал мар пухăнчĕç. Пахча çимĕç, ытти продукцие тивĕçлĕ хакпа туянма пултарчĕç вĕсем унта. Кĕркунне çавнашкал ярмăркка ирттересси йăлана кĕнĕ районта.
Ирхине ял тăрăхĕсем хушшинчи, Тăвайри культурăпа кану центрĕн çурчĕ умĕнче хаваслă кĕвĕ янăрарĕ, çынсем тĕрлĕ тавар суйларĕç. Илемлĕ тумлă артистсем районта пурăнакансене хаваслă кăмăл парнелерĕç.
"Тăвайри кооператив" потребобщество коллективĕ яланхи пекех тĕрлĕ тавар суту-илĕвĕпе уява илем кĕртме тăрăшрĕ.
Районти ял тăрăхĕсенче пурăнакансен ал ĕç куравĕсене йĕркеленĕ уявра. Ял хуçалăх продукцийĕсем, йывăç-тĕмсем илсе тухнă ярмăрккана ял хуçалăх тата хресчен-фермер коллективĕсем.
Халичченхи пекех Патăрьел районĕнчен те килнĕ Тăвай ен ĕçченĕсене тĕрлĕ йывăç хунавĕсемпе савăнтарма. Уяврисем вĕсен таварне черет тăрсах илчĕç.
Пулă ĕрчетекен хуçалăхрисем те хăйсен ĕçченлĕхĕпе паллаштарчĕç тăвайсене.
-Кăçал çынсем купăста, çĕр улми, кăшман, кишĕр туянаççĕ ытларах. Районтисем хĕл каçма хăйсем валли кирлĕ чухлĕ пахча çимĕç хатĕрлесе хучĕç пулĕ, - тет район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке.
-Кил хуçалăхсенче чылайăшĕн çĕр улми ытти çимĕç начар çитĕннĕ. Çавăнпа çынсем кĕрхи ярмăрккана ирхине сакăр сехетрех пуçтарăнчĕç, черет тăчĕç. Фермерсемпе ытти ял хуçалăх коллективĕсем вĕсен ыйтăвĕсене тивĕçтерме тăрăшрĕç иртнĕ шăмат кун, - калаçăва малалла тăсрĕ АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ В.Чайкин.
Культура программи те пуриншĕн те кăсăклă пулчĕ. "Пĕррехинче кĕркунне..." театрализациленĕ номерте юмах сăнарĕсем, юрăçсем, культура ĕçченĕсем, библиотекарьсем хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Культура çулталăкне халалланă "Солист-вокалист" районти конкурс та пурне те кăмăла кайрĕ.
Хаваслă пит-куçлă çынсем ярмăрккаран час саланма васкамарĕç. Сивĕ пулин те, уяв ăнăçлă иртрĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"