Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăнман пăрпа лартса яраççĕ

23 сентября 2014 г.

Çынна улталакансем саманан кирек хăш вăхăтĕнче те пулнă. Шăнман пăрпа, ансат мелпе лартса яраканнисемпе пĕрлех ăс-тăн çивĕчлĕхĕпе усă куракансем те пур...

Çынна улталаса укçаллă пулакансене РФ Уголовлă кодексĕн 159-мĕш статйипе явап тыттараççĕ.

Ултавçăсен меслечĕсем тĕрлĕрен. Вĕсенчен пĕри - укçа шутланă чухнехи ултав. Çакăн пек "правурланакансем" хальлĕхе виçĕ йышши мелпе усă кураççĕ. Сăмахран, çын лавккара пĕр-пĕр йỹнĕ тавар туянать, уншăн, калăпăр, пин тенкĕлĕххипе татăлать. Ытлашшине сутуçă тавăрса парать, анчах илес текенни çав вăхăтра шухăшне улăштарать: таварне тата хăйне панă "кĕмĕле" каялла илме сĕнет, лавккаçă ăна пин тенкĕлĕххине тыттарать. Хăйне панă вак укçа сахаллине (япала иленçи пулни унăн пĕр пайне "хĕстерсе" юлма ĕлкĕрет) сутуçă каярах кăна сисет... Укçа ваклаттарма ыйтакансемпе те асăрханмалла.

Алă вăр-варлăхĕпе çыхăннă çакăн йышши ултава карт шкулĕсенче вĕренеççĕ иккен. Йĕрке хуралçисем каланă тăрăх, ăсталăха туптамалли "шкулсем" Красноярск хулинче, Пушкăртстанра пур.

Ултавçăсен авăрне ватăсем ытларах лекеççĕ. Хăйсемпе политика партийĕн представителĕсем евĕр те, социаллă служба ĕçченĕсем тесе те паллаштараççĕ. Урамра "кĕмĕл тупнă", ăна çурмалла пайлама сĕнекен çынна та çывăха ямалла мар.

Карас телефонĕпе усă курса улталакансенчен те асăрханмалла. Кун пирки хаçатăн иртнĕ номерĕнче те асăрхаттарса материал пичетленнĕччĕ. "Анне, эпĕ инкеке лекрĕм" йышши SМS хыпарсемпех çырлахмаççĕ тата. "Сирĕн банк картти ĕçлемест. Чăрмава сирес тесен банк операторĕ патне ... номерпе шăнкăравлăр". Хыпара ĕненни шăнкăравлать, "банк ĕçченĕ" хушнине йăлт пурнăçлать. Çав вăхăтра картта çинчи укçа тĕрлĕ телефон номерĕ çине куçать. Тĕслĕхрен, çакăн пек майпа 53-ри хĕрарăм 67 пин тенкĕсĕр тăрса юлнă. Банк карттипе улталанас мар тесен пин-кода никама та пĕлтерме тата çумра чиксе çỹреме юрамасть. Хăшĕсем ăна карта çинех çырса хураççĕ. Карттăн тỹнтер енчи икĕ цифрине (сăмахран, Интернет-лавккасем урлă тавар туяннă чух каламалла мар) вăрттăнлăхра тытмалла, мĕншĕн тесен унпа усă курса карттăн копине янтăлама пулать.

Пĕтĕмлетỹ пĕрре - хамăрăнах асăрхануллăрах пулмалла. Ултавçăсем этем çăткăнлăхĕпе (самантра пуяс килнипе) усă кураççĕ, çавăнпа та вырăссен "тỹлевсĕр сыр - шăши таппинче кăна" каларăшне асра тытасчĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика