16 сентября 2014 г.
2014 çул юн кун вĕçленет. Апла тăк вăл уяв умĕнхи кĕскетнĕ ĕç вăхăчĕллĕ тата кану кунĕ шутланмасть. Пурте Çĕнĕ çула кĕтсе илес умĕн каçченех ĕçлеççĕ. Кăрлачри канмалли кунсем кĕçнерни кун пуçланаççĕ. Хĕлле ачасен çеç мар, çитĕннисен те каникул пулĕ. Кăрлач уйăхĕнчи кану вун пĕр куна тăсăлĕ. Çакăн чухлĕ ĕçрен ирĕклĕ вăхăт пурри кашнинех савăнтарать паллах. Анчах вĕсене мĕнле майпа усăллă ирттересси пирки малтанах шухăшламалла.
Арçынсен уявĕ 2015 çулта тунти куна лекет. Çапла вара нарăс уйăхĕнче виçĕ кун харăс канăпăр. Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне вырсарни кун паллă тăвăпăр. Ĕç кодексĕн 112 статйине тавах. Унпа килĕшỹллĕн уяв хыççăнхи тунти кун канмалли шутланать. Çапла вара пуш уйăхĕнче те виçĕ кун харăс канăпăр.
Çитес çул чăннипех те питĕ ăнăçлă пулса тухнă. Çу уйăхĕн 1-мĕшĕ эрне куна лекет. Кăрлачăн 4-мĕшĕнчи кану кунне çу уйăхĕн 4-мĕшне куçарма йышăннă. Çапла майпа çу уйăхĕн 1-4-мĕшĕсенче канатпăр, унтан тăватă кун ĕçлетпĕр. Хыççăн _ виçĕ кану кунĕ. Вĕсем шăмат кун Çĕнтерỹ уявĕпе пуçланаççĕ те тунти кун, çу уйăхĕн 11-мĕшĕнче, вĕçленеççĕ.
Пĕр харăс виçĕ кун, çĕртмен 12-14 мĕшĕсенче, канса çуллахи çанталăкпа киленсе юлатпăрах. Çак вăхăтра çĕр-шыв Раççей кунне паллă тăвать. Халăхсен пĕрлĕхĕн кунĕ 2015 çулта юн куна лекет. Кунта вара 112 статья вăйсăр. Саккун хальхинче пĕр кун çеç канма ирĕк парать.
Источник: "Ял ĕçченĕ"