16 сентября 2014 г.
Ăнăçсăр мар кăçалхи çул Вăрманхĕрринчи Сергей Михайлов фермершăн. Акă çурхи тулăпа урпана 197 гектар вырăн панă кăçал, иккĕшĕ те пысăк тухăçлă çитĕннĕ. Вĕсем вăрлăхлăх та, сутмалăх та тулăх пулнă. Урпа вăрлăхне пухутлă хывса хăварнă, халĕ çурхи тулăпа ĕçлеççĕ витнĕ йĕтемре. Кунтах пенсири Аркадий Захаров агроном, Ивановапа Чернова Светланăсем, Валентина Никитина, Николай Алексеев (машиновед), Виталий Тимофеев тăрăшаççĕ. Тырри-пулли ик куç тулли. Чăнипех савăнмалăх çитĕннĕ вĕсем кăçал. Сорчĕсем лайăх, репродукцийĕсем пысăк. Сухаланă кăпăшка çĕр çине, вăрлăхĕсене имçамласа, удобренисем парса акса çитĕнтернĕ çуртрисене. Тĕрлĕ чир-чĕрпе çум курăкран та вăхăтра хỹтĕленĕ. Тăрăшни ырă çимĕç кỹнĕ. Çавăнпа ял халăхĕ те тырăсăр мар.
Хальхи вăхăтра С.Михайлов фермер пикенсех çĕр улми кăларса пухать. Ку тымар çимĕç авалтан "иккĕмĕш çăкăр" шутланнă. Тимлĕхĕ те çавăнпа яланах пысăк ун çине. Çĕр улмине Сергей Николаевич кăçал икĕ лаптăкра пурĕ 35 гектар лартса çитĕнтернĕ. Удача сорта, шурă тĕслине, Вăтаяль чиккине вырăн панăччĕ. Ăна икĕ-виçĕ кунра туххăмрах кăларса пухнă. Техники пур, çыннисем йышлă. Хăйĕн автобусĕпе илсе килсе леçет çĕр улми пухакансене ялсенчен. Вырăсĕ-чăвашĕ пурте пĕрле алла-аллăн ĕçлеççĕ "иккĕмĕш çăкăр" пуссинче, тăвансем пек. "Ĕнерпе паян çĕр çын ытла хутшăнать çĕр улми пухма", - терĕ Сергей Николаевич. Икĕ копалка ĕлкĕрсе пыма тăрăшать вĕсене: пĕринпе Юрий Иванов кăларать, тепринпе - Виталий Николаев. Ĕмĕрхи трактористсем вĕсем. Юрий Васильевич техникăна çамрăклах "çыпăçнă", тракторпа та, комбайнпа та пултарать, техникăна лайăх пĕлет. "Çутăлнă-çутăлман тухатпăр ана çине. Ĕç чарăнса ан тăтăр тетпĕр", - ĕлкĕрсе пынăшăн, çĕр улми лайăх тухнăшăн чăнласах хавас калаçать Юрий Васильевич. Анчах техника ванмасăр пулмасть, йăпăр-япăр копалка сăнчăрне сыпса майлаштарчĕç ĕç вырăнĕнчех.
-Рокко сорт, хĕрли, чăнах та шултра та тухăçлăрах Удача сортлинчен. Журавлинка текенни патне кăларса çитеймен-ха, анчах вăл та начарах пулас çук", - ырă кăмăлпа калаçать С.Михайлов. Пĕрремĕшĕнчен, вăл хăй те сăпай çын, иккĕмĕшĕнчен, ĕçĕ кал-кал пулса пынишĕн те кăмăллă пулни сисĕнет.
Çĕр улмине Михаил Голубевпа Владимир Феофанов машинăсемпе турттарса тăраççĕ уйран. Михаил Петрович хăй прокуратура водителĕнче ĕçлет, халĕ вара отпуск илсех фермера (кĕрỹшне) пулăшать çĕр улми пухса кĕртме. Феофановпа иккĕш те виç-тăватă çул çапла тăрăшаççĕ иккен.
"Иккĕмĕш çăкăра" кăçал инвестици проекчĕпе реконструкци туса çĕнетнĕ хранилищĕне упрама вырнаçтараççĕ. Ирĕклĕ, автотранспорт çăмăллăнах кĕрсе тухать кунта. Çĕр улмине коридор икĕ енĕпе купаласа упраççĕ. Мĕн пур лаптăкăн çуррине ытла кăларса пухнă ĕнтĕ. Çанталăк чăрмантармасан, ыран-тепĕр кун пĕтĕмпех вĕçлесшĕн. Сергей Николаевичăн пĕр вăхăт та çук: пĕри те тепри ăна шырать, пĕри те тепри унпа калаçасшăн, сотовăй телефонĕ вĕçĕм шăнкăртатать. Çынсем, фурăсем, уйрăм коллективсем пынă - çĕр улми туянасшăн. Çав хушăрах ĕçе те йĕркелесе пымалла. Хĕрỹ вăхăт татăклă пулнине юратать. Эпĕ те пĕр-икĕ хутчен вăхăтне татрăм унăнне. Унтан çĕр улми ани çинче сăн ỹкерчĕксем турăм. Мучар хĕрĕсем правуртарах пулчĕç: пирвай хăйсене ỹкерме чĕнсе илчĕç. Хамăр ялсем те, райцентртан та пулчĕç юнашарах. Хăш-пĕр сăн ỹкерчĕксене, тен, каярахпа та пулса хаçат страницисене кĕртĕпĕр. Ĕçлекенсем çавна тивĕçлĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"