11 сентября 2014 г.
Çынсем мĕн авалтан юхан шывсем, çăлкуçсем çывăхне вырнаçса, çурт-йĕр çавăрса тĕпленсе пурăнма тăрăшнă. Ватă çынсем каланă тăрăх, çур çĕр енчи сăрт айĕнчен шăнкăртатса юхса выртакан çăл шывĕсене ытараймасăр çак вырăна суйласа илнĕ-мĕн çăлпуçсем. Хальхи ял вырăнĕнче те, сăртра та вăрман пулнă теççĕ. Мĕн тери харсăр пулнă ĕлĕкхи çынсем. Вăрман тĕплесе çĕр тунă, лашапа сухаласа-акса тыр-пул çитĕнтернĕ, çурлапа тырă вырнă. Ĕлĕкех Çăлпуç халăхне çурхи шыв хăратса тăнă. Ял витĕр вăл калама çук вăйлă юхăмпа юхнă. Выльăхсем картишĕнче лупас çывăхĕнчи тислĕк купи çинче выртса тăнă. Шыв кăнтăрларан тулма пуçланă та, каç пулнă çĕре чакма тытăннă. Айлăмра ларакан кил хуçалăхсенне шыв пỹртех кĕнĕ. Çуртсен хальхи пек çирĕп никĕссем пулман вăл вăхăтра. Çурхи шыв шăтарса кĕретчĕ те пỹрте, хамăр, шыв чакасса кĕтсе, саксем, вырăнсем çинче ларнă. Юрать-ха, пỹртри шыв каçхине куçран çухалнă.
Ĕлĕк Çăлпуç ялĕ те ытти ялсем пекех типтерлĕ, таса та хитреччĕ. Кашни урамра ретрен çуртсем ларнă. Вăрçă хыççăнхи çулсенче ялта техника таврашĕ пулман, кĕтỹсем, лавсем халь автобус çỹрекен аслă урампа çỹренĕ, ытти урамсенче симĕс курăк ешернĕ. Эпир çамрăк чухне ял варринче йăмралăх кашланă, витĕр курăнман çăра йывăçлă пулнă. Вăрçă хыççăнхи çулсенче çуллахи вăхăтра йăмралăх çумĕнче аслă вăйă кĕрленĕ, çамрăксем купăспа юрланă-ташланă. Çулсем иртнĕ май унти йывăçсенчен те нумайăшĕ хăрчĕ, вĕсене касрĕç. Сыхланса юлнисем ман пек ватăлса, кукăрăлса-илемсĕрленсе юлчĕç. Вăрçă хыççăн ял халăхĕ кăштах алă-ура çавăрнă. Çурхи шывран хăтăлас шутпа хăш-пĕр çемьесем Çĕпĕре е ытти çĕре те куçса кайрĕç. Çакăн хыççăн ялăн сăн-сăпачĕ хитрелĕхне çухатма пуçларĕ. Эль шывĕн тепĕр енне, кăнтăр енчи сăрт айлăмне те, шыв аптăратман вырăна, куçнă хăш-пĕри. Паянхи куна унта 96 кил хуçалăх шутланать. Ял халăхне çурхи шыв аптăратнăран, 1952 çулсенче пек астăватăп, ялăн кăнтăр тата хĕвел анăç енĕсене экскаваторпа чавса тăпра купаласа хăпартнăччĕ. Унтанпа чылай çул хушши яла çурхи шыв пусмăрласах каймарĕ. Çулсем иртнĕ май çав хỹтлĕх çурхи шыва чарайми пулчĕ. Унран кăштах та пулса хỹтĕленес шутпа ялăн кăнтăр енне кăçал кивĕ хỹтлĕхе бульдозерпа тăпра тĕртсе çĕнетме май килчĕ. Виççĕр метр тăршшĕ, поселокра тепĕр çĕр метр. Ку ĕçе пурнăçлама пире "Аккондăн" генеральнăй директорĕ Валерий Николаевич Иванов пулăшрĕ. Бульдозерпа Канашран тивĕçтерчĕç. Валерий Николаевичпа Канашри пуçлăхсене ял-йыш ячĕпе ăшă кăмăлпа чĕререн тав тăвасшăн. Пĕлтĕр Родник урама хытă сийлĕ çул тунă 180 пинлĕх. Ку ĕçе пурнăçлама Тăвай ял тăрăхĕ, ял депутачĕ Зоя Иванова та тăрăшрĕ. Ял праçникĕ туса ирттертĕмĕр. Ку вырăнта халĕ ача-пăча площадки те, футболпа волейбол площадкисем те пур. Михаил Егорович Ильин, Алексей Аркадьевич Васильев спонсорсем пулчĕç. "Родник" ООО ертỹçи Александр Павлович Петров шỹрпепе хăналарĕ. А.Г.Степанов, Л.П.Александров, Э.А.Федоров, Л.В.Васильев тата ыттисем те пулăшнă. Тăвай ял тăрăхĕ, Александр Геннадьевич Михайлов клуб ĕçченĕ те айккинче тăман, тăрăшнă. Турă ырă кун-çул парсан çитес çул тата лайăхрах та йĕркелĕпĕр. Часовня пахчине кăçал 3600 тенкĕлĕх улмуççи, хыр-чăрăш хунавĕсем лартнă, вĕсем аванах ешереççĕ. Кĕркунне тепĕр çирĕм пилĕк тĕп хыр хунавĕ лартса хăварас шухăш пур. Ял халăхĕ тата спонсорсем пулăшнипе кăçал Çăлпуç ялĕнчи ĕçсемпе нумай укçа-тенкĕ тăкакланчĕ. Часовня çăлне юсарăмăр. Ун пахчи витĕр икĕ валакпа çĕр айĕнчен кунĕн-çĕрĕн тапса тăракан сиплĕ шывпа çынсене тивĕçтерсе шарласа юхакан çăлăн вăй-хăвачĕ чакма пуçларĕ. Иртнĕ вăхăтра вăйлă юхнă-ха вĕсем. Шыв кĕрсе тăракан кỹлĕсене юшкăн тулнă пулас, ĕмĕрне те тасатман вĕсене. Турă шыва кĕнĕ кун пачăшкă кĕлĕ туса сăвапланă шыва илме çăл патне кашни çулах халăх йышлă пуçтарăнать. Ютран та чылайăн килеççĕ. Ырă кăмăллă спонсорсем тупăнсан, çав кун шыва кĕмелле тусан халăх татах та ытларах пуçтарăнма пултарĕ. Тăрăшсан вăл ĕçе те пурнăçлама пулать, паллах. Часовня çуртĕнче пилĕк турăш ларать, иккĕшне кунта пачăшкăсем лартнă, пĕрне хĕрарăмсем, тепĕр иккĕшне - Шупашкарти пачăшкăсем. Часовня пахчинчи кăçал лартнă йывăçсем аванах ешереççĕ, шыв сапкаласах тăрсан чĕрĕлеççĕ, паллах. Çынсем хутшăнмаççĕ мар ялти ĕçсене, хутшăнаççĕ. Анчах кашнинчех çав çынсем. Ĕçрен хăракансене чăрмантарсах кайман: кама кирлĕ лав туртман лаша?
А.ИВАНОВ. Çăлпуç ялĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"