11 сентября 2014 г.
Ялсенче пурăнакансем "АПК аталанăвĕ" наци проекчĕпе хушма хуçалăха аталантарма паракан çăмăллăхлă кредитсене малалла илеççĕ.
Кăçалхи январь-июль уйăхĕсенче те, сăмахран, харпăр хăй кил хуçалăх тытакан 252 çын пурĕ пĕрле 47 млн. та 360 пин тенкĕлĕх кредитсем илнĕ. Çăмăллăхлă кредит ресурсĕсемпе Тăвай, Çĕнĕ Пуянкасси, Элпуç тата Чутей ял тăрăхĕсенче пурăнакансем ытларах усă кураççĕ. Асăннă наци проектне пурнăçа кĕртме тытăннăранпа вара пурĕ 441 млн. та 687 пин тенкĕлĕх 3831 кредит илнĕ хушма хуçалăх тытакансем. Ку вăл вĕсен йышĕн 54,1 проценчĕ чухлĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"