04 сентября 2014 г.
Çурла уйăхĕн вĕçĕнче районта террора хирĕçле комисси ларăвĕ иртнĕ. Унта вĕренỹ объекчĕсене 2014-2015 çулсенчи вĕренỹ çулĕнче террорлă тĕслĕхсемпе инкексенчен хỹтĕлес, шанчăклăха ỹстерес ыйтусене пăхса тухнă.
Асăннă ыйтусемпе район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ _ вĕренỹ пайĕн начальникĕ Олег Ломоносов, полици уйрăмĕн начальникĕ Вениамин Обаськин, Тăвай ялĕнчи ПЧ-45 начальникĕ Николай Павлов информацисем туса панă. Ларура çавăн пекех район прокурорĕн "2014 çулхи I çур çулта экстремистла ĕçпе террора хирĕç тăрас сферăра законлăх мĕнле пулни çинчен" информацине пăхса тухнă. Пур ыйтупа та тивĕçлĕ йышăнусем тунă.
Источник: "Ял ĕçченĕ"