Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял-йыш хисеплет ăна

14 июля 2014 г.

Ĕçри ỹсĕмсемпе кĕтсе илет хăйĕн професси уявне - Раççей Почтин кунне - Тăвайри çыхăну уйрăмĕн почтальонĕ Зоя Васильевна Кузьмина.

Шкултан вĕренсе тухсан Вăрманхĕрри хĕрĕ 15 çул Шупашкарти электроприборсен заводĕнче вăй хунă. Чỹкçырми каччипе мăшăрланнă хыççăн тăван тăрăха куçса килнĕ. Халĕ 23-мĕш çул Вăрманхĕррипе Чỹкçырми ялĕсенче пурăнакансене хаçат-журналпа, пенси укçипе тата пособисемпе, çырусемпе, почта сутакан таварсемпе тивĕçтерет. Куллен çынсем хушшинче пуласси, вĕсемпе хутшăнасси ăна килĕшет. Ял-йыш та ялан тулли кăмăлтан кĕтсе илет çыпăçуллă чĕлхе-çăварлă, пĕлтĕр кăна пенси çулне кĕнĕ кал-кал хĕрарăма.

Кăçал иккĕмĕш çур çулшăн хаçат-журналăн çырăнтару хакĕсем палăрмалла ỹсрĕç пулин те, Зоя Васильевна "Ял ĕçченĕ" хаçата илсе тăракансен шутне чакармарĕ. Ăна унчченхи пекех икĕ ялĕпе 105 çын çырăнса илет. Харсăр почтальона çак кунсенче Раççей патшалăх почта службин управленийĕн республикăри филиалĕ нумай çул тỹрĕ кăмăлтан тăрăшнăшăн, ĕçри кăтартусемшĕн Тав тунă. Вăр-вар ал-ураллăскер килти хуçалăхра та ĕçлесе ĕлкĕрет, ватă хунямăшĕпе амăшне те пулăшать. Кил хуçалăхра ĕне, пăру, чăх-чĕп тытаççĕ. Мăшăрĕпе, Владимир Александрович Кузьминпа, икĕ хĕр пăхса çитĕнтерчĕç.

Хаçат редакцийĕ почта çыхăнăвĕн ĕçченĕсене професси уявĕпе ăшшăн саламлать, ĕçре ỹсĕмсем, çирĕп сывлăх, телейпе ăнăçу сунать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика