09 июля 2014 г.
Вăрманхĕрринчи Сергей Михайлов хресчен фермер хуçалăхĕ тикĕссĕн аталанса пыраканнисен шутне кĕрет.
Кăçал кунта 197 гектар тĕш тырă культурисем акнă, 35 гектар çĕр улми лартнă. Нумай çул ỹсекен курăксем 23 гектар йышăнаççĕ.
Çĕр улми туса илнин эффективлăхне ỹстерес тĕллевпе халĕ хресчен фермер хуçалăхĕнче çĕр улми хранилищине реконструкцилеççĕ. Çак ĕçе инвестици кредичĕн укçи-тенкине 1500 пин, хăйĕнне 500 пин тенкĕ тăкаклама пăхнă. Ку вăхăт тĕлне тума палăртнă ĕçсен 65 процентне пурнăçланă ĕнтĕ: тăррине витнĕ, стенисене юсаса çĕнетнĕ, халĕ шалти ĕçсене тăваççĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"