Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ

09 июля 2014 г.

2016 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа августăн 15-мĕшĕччен Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ пулать. Ăна вунă çулта пĕрререн кая мар йĕркелеççĕ.

Çырав пире çĕр ресурсĕсем, вĕсемпе мĕнле усă курни, выльăх-чĕрлĕхпе кайăк-кĕшĕк йышĕ, ĕç вăйĕсем №ĕçлекенсен хисепĕ, ỹсĕм çулĕ, пĕлỹ шайĕ№, ялсен инфраструктури, çулсем мĕнле шайра пулни, ял хуçалăх техникипе хатĕрсем пуррипе çукки тата ытти çинчен кирлĕ информаципе тивĕçтерет. Аграрлă секторта ĕçлекен, яллă вырăнта пурăнакан, килти хушма хуçалăх тытакан мĕльюншар çын шăпине пырса тивет çак масштаблă пулăм.

Росстат çырав эмблемине çирĕплетнĕ ĕнтĕ. Унта эпир туна çинчи тулса çитнĕ пучаха куратпăр, тунан пуçламăшĕнче _ çыракан перо. Юнашарах çырав листисем тăратса тухнă. Ỹкерчĕк тавра "Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравĕ" тесе çавăрса çырнă, аялти сылтăм кĕтесре - 2016 çул - çырав пулакан вăхăт тăрать. Тырă пучахĕ ылтăн тĕспе, эмблемăн ытти элеменчĕсем симĕс тĕспе сăрланăскерсем.

Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх çыравне хутшăнма хатĕрленсе Чăвашстат та ведомство комиссийĕ туса хунă. Унăн председателĕ - Чăвашстат ертỹçи Эльвира Максимова.

2006 çулхи çырав тăрăх пирĕн республикăра 1101 ял хуçалăх организацийĕ, 2064 хресчен фермерпа предприниматель, 272081 килти хушма хуçалăх шутланать. Вĕсемсĕр пуçне пахча çимĕç туса илекен, выльăх-чĕрлĕх тата дача пĕрлешĕвĕсем пур.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика