Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эмел курăкĕсем пухаççĕ

01 июля 2014 г.

Çут çанталăк ырлăх-тивлетĕнчен нумай килет пирĕн пурнăç. Акă, йĕри-тавра мĕнле кăна ỹсен-тăран ешерет? Ура айĕнчех, акмасăрах ỹсеççĕ. Мĕн чухлĕ сиплĕх çав илемсенче? Питĕ кирлĕ-çке вĕсем, чиртен сывалма, сывлăха çирĕплетме, эмелсем тума.

Халĕ эмел курăкĕсем пухакансемшĕн шăпах хĕрỹ вăхăт. Çут çанталăк пурлăхне пуçтарма ỹркенменнисене ятранах асăнас килет. Çĕнĕ Пуянкассинчи Леонид Филиппов пенсионер - пархатарлă ĕç тăвакансенчен пĕри. 82 çулта та тесе калаймăн ăна. Паянхи кун тĕлне ветеран шапа хупаххи, шĕпĕн, чĕре курăкĕсем 110 кг типĕтсе пачĕ, пилĕк пин ытла тенкĕ ĕçлесе илчĕ.

Сиплĕ чĕр-тавар пуçтарса хатĕрлессипе çулленех Тăвайри Юлия Романовна Павлова, Надежда Ивановна Васильева пенсионерсем те ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Ку енĕпе шкул ачисенчен чи маттурри вара Тăвайри вăтам шкулти Павел Филиппов. Вăл пĕлтĕр республикăри çамрăк хатĕрлевçĕсем хушшинче малтисен ретĕнче пулнăччĕ. Кăçал та пушă вăхăта ахаль ирттермест.

Паха продукцие халăхран пуçтарассине Чутейри (заведующийĕ С.Колотушкина), Çĕнĕ Ишпуçĕнчи (Т.Волкова), Кивĕ Пуянкассинчи (Е.Алексеева), Йăнтăрчăри (С.Евдокимова) магазинсем çуллен ăнăçлă йĕркелесе пыраççĕ.

Хальхи вăхăтра çăка чечекĕ, чĕре, шăнăр, сар çип ути курăкĕсем, шапа хупаххи, хурăн çулçи тата ытти эмел курăкĕсене типĕтнине те, чĕрĕлле те илетпĕр. Ялсенчи магазинсенче, потребобществăн хатĕрлев пунктĕнче йышăнаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика