Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Татьяна – илемлĕ ят”

29 января 2013 г.

Эрне кун Тăвай ялĕнчи культурăпа кану центрĕнче “Татьяна – илемлĕ ят” мероприяти йĕркелерĕмĕр.
Уява район центрĕнчи шкулта вĕренекенсем, тĕрлĕ ÿсĕмри Таньăсем пухăнчĕç. Малтан асăннă ят мĕнле пуçланса кайни пирки пĕлтерчĕç.
1755 çулхи январĕн 25-мĕшĕнче Елизавета Петровна патша хăйĕн указĕпе Мускавра университет ĕçлессине йĕркелесе янă. Православи календарĕпе асапланакан Татьяна çветтуй кунĕ пулнă çавăн чухне. Университет уявне паллă тума пуçланă каярахпа, унтан студентсен кунĕ пулнă. Халь çамрăксем хăйсен уявне ирттереççĕ январĕн 25-мĕшĕнче. Çак ят пуçланса кайнин версисем нумай.
Культура программисен дирекцийĕ Таньăсемпе конкурссем, викторинăсем ирттерчĕ. Шкулта вĕренекенсем култарма пултарнине, нумай пĕлнине, сцена çинче хăйсене мĕнле тытнине, утма тата прическа тума пултарнине тĕрĕслерĕмĕр.
Т.Семенова “Сăпайлă Татьяна”, Т.Емельянова “Чи нумай пĕлекен Татьяна” тата Т.Данилова “Чи хаваслă Татьяна” номинацисенче çĕнтерчĕç. “Ăна Татьяна тесе чĕннĕ” ятлă кĕнекесен куравĕпе те паллашрĕç пухăннисем. Халиччен ку ят анлă сарăлнă пулнă. Паянхи кун Тăвайри шкулта 5 Таня кăна вĕренет, виççĕшĕ пирĕн мероприятие хаваспах хутшăнчĕç.
Сăн ÿкерчĕкре: Тăвайри культурăпа кану центрĕнчи конкурсра.
х х х
Татьянăсен кунне Çĕнĕ Пуянкассинчи информаципе культура центрĕнче те çÿллĕ шайра ирттерчĕç.
Татьяна мĕнле пуçланса кайни пирки каласа кăтартрĕ информаципе культура центрĕн директорĕ Т.Ефимова, асăннă ятлисене пурне те уяв ячĕпе саламларĕ.
Унтан сцена çине виçĕ команда чăваш кĕввипе тухрĕ. “Буяново” тулли мар яваплăхлă обществăрисем – О.Макарова, Н.Федотова, Г.Дедова, С.Константинова; 10–11 классенче вĕренекенсем – Т.Александрова, К.Федотова, О.Григорьева, А.Константинова; администраци ĕçченĕсем – Т.Антонова, Н.Максимова, Л.Васильева, Н.Захарова.
Ушкăнсем юрласа-ташласа, мода илемлĕхне тата сценка кăтартса, пан улми çисе, кассета сÿтсе, апат-çимĕç хатĕрлесе тупăшрĕç.
Командăсем тĕрлĕ конкурссене хатĕрленнĕ вăхăтра А.Владимиров, Л.Соловьева, Т.Константинова тĕрлĕ юрăсем шăрантарчĕç, сценкăсем вылярĕç. И.Максимовпа А.Пугачев та выляма хутшăнчĕç. Ташă хыççăн ташă пулчĕ программăра.
С.Данилова, Н.Данилов тата Ю.Семенов жюри членĕсем пĕтĕмлетÿсем тунă хыççăн “Буяново” тулли мар яваплăхлă общество ĕçченĕсем çĕнтерни çирĕпленчĕ. Вĕсене торт тивĕçрĕ. Уява хутшăннисене пурне те парнесемпе хавхалантарнă.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика