27 июня 2014 г.
2006 çулта йĕркеленнĕ "Акконд-агро фирма" общество. Çавăнтанпа кунта çĕнĕ строительство тумасăр тата реконструкци туса çĕнетмесĕр пĕр çул та иртмен темелле. Ун пек предприятин малашлăх пур. Халĕ те акă "Акконд-агро фирма" хупă акционерлă обществăра сĕт цехне реконструкци туса пысăклатас, выльăх-чĕрлĕх комплексĕнче пăрулаттармалли уйрăма аслăлатас, изолятор тăвас ĕçсем кал-кал пулса пыраççĕ. Кăçалах 300 пуçлăх пăру вити тума та палăртнă. 24 выльăх тăмалăх изолятора хуçалăх меслечĕпе тăваççĕ.
Сĕт цехне çĕнетсе пысăклатас ĕçе "Красночетайская" КСО ООО пурнăçлать. Асăннă инвестици проектне пурнăçа кĕртессипе строительсем тăрăшса ĕçленине палăртрĕç В.А.Александров инженер строительпе директорăн сĕт туса илес енĕпе ĕçлекен çумĕ Н.В.Фомин. Проект хакĕ - 30,2 млн. тенкĕлĕх. Ăна хута яни предприятие сĕтрен тĕрлĕ продукци туса кăларассине талăкра 30 тоннăна çитерме май парĕ. Ассортименчĕ те пуянланĕ. Çĕнĕ ĕç вырăнĕсем хушăнĕç.
Строительсен асăннă объектри ĕçĕпе пире Александр Карпов прораб паллаштарчĕ.
-Апрель варринченпе кунта эпир. Тăххăрăн. Ир пуçласа каçченех ĕçлетпĕр. Фасадне пĕтернĕ. Пысăклатса тăвакан çурта сендвич-панельсемпе хăпартрăмăр. Халĕ тăррине витме, урай сарма тытăнатпăр, цоколе ăшăтатпăр тата ытти те. Штукатурка тумалла. Июльте строительство ĕçĕсене вĕçлеме тăрăшатпăр, - терĕ Александр Юрьевич прораб.
Шалта пỹлĕмсем, отделка тăвĕç. Эпир объектра пулнă чухне вара территорие тимĕр-бетон плитасем саратчĕç. Çул плитисене Александр Савинкин автокранпа хурса пулăшатчĕ.
Строительствăна вĕçлесен, августра монтаж тума, оборудованисем вырнаçтарма тытăнĕç. Сентябрьте сĕт цехĕн çĕнетсе пысăклатакан пайне хута яма палăртаççĕ. Ун çумĕнче навес та пулать. Резервлă электролини те караççĕ.
Планра сĕт цехĕн территорийĕнче администраципе йăла çурчĕ тăвас тĕллев те пур.
Источник: "Ял ĕçченĕ"