Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Выпускниксене саламланă

27 июня 2014 г.

Сисĕнмесĕр иртет вăхăт. Районти шкулсенче тин кăна юлашки шăнкăрав янăранăччĕ. Тăвай енри вĕренỹ учрежденийĕсенчи 137 каччăпа хĕр пĕрлехи патшалăх экзаменĕсене тытса пĕтерчĕç те унтанпа. Çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче шкулсенчен вĕренсе тухнисене вăтам пĕлỹ илни çинчен калакан документсем панă. Вĕсенчен 23-шĕ палăртуллă аттестат илме тивĕçлĕ пулнă. Çак саманта кашни хĕрпе каччă 11 çул кĕтнĕ.

Асăннă кун палăртнă вăхăт тĕлнелле Тăвай ялĕн урамĕпе илемлĕ тумланнă выпускниксемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ утма пуçларĕç. Район центрĕнчи шкулта пĕлỹ илнисенчен 37 çамрăк тĕрĕслев витĕр ăнăçлă тухнă.

Уяв программине Тăвайри вăтам шкул директорĕ В.Кириллова уçнă. Вера Михайловна çамрăксене шкултан вĕренсе тухнă ятпа саламланă, пурнăç çулĕпе малалла такăнмасăр утма суннă. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, вĕрентỹ пайĕн начальникĕ О.Ломоносов Тăвай шкулĕнчи çамрăксен савнăçне пайлама кăмăл тунă. Олег Анатольевич та ырă сăмахсем каланă, выпускниксене малашлăхра çитĕнỹ хыççăн çитĕнỹ тума, йывăрлăхсене çĕнтерсех пыма сĕннĕ.

Аттестатсем пама вăхăт çитнĕ! Каччăсемпе хĕрсем пĕрин хыççăн тепри пурнăçĕнчи тĕп документсенчен пĕрне илме Тăвайри культура çурчĕн сцени çине хăпарнă. Чи малтан çак сума Андрей Турханов, Даниил Степанов, Анастасия Марьина, Ольга Лебедева, Светлана Кузьмина, Виктория Григорьева тивĕçлĕ пулнă. Вĕсем палăртуллă аттетстат илнĕ. Зодиак паллисене тĕпе хурса панă малалла çамрăксене докуменчĕсене. Кашни выпускник валли ăшă сăмах тупма пултарнă уява йĕркелекенсем. Сцена çинче тăнă чухне вĕсем шкул çулĕсене, юлташĕсене, вĕрентекенсене тепĕр хут куç умне кăларнă. Аслă тĕнчен алăкĕсем уçăлчĕç халь выпускниксем валли. Ачалăха хыçа хăварса пурнăçăн тепĕр тапхăрне пуçлаççĕ вĕсем. Шкулта вĕреннĕ çулсем яланлăхах асра юлĕç. Çĕнĕ ăрури çамрăксем ашшĕ-амăшне хăйсен çитĕнĕвĕсемпе савăнтарĕç малашне. Телейлĕ çул сана, выпускник!

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика