19 июня 2014 г.
Уй-хирте тар кăларнă хыççăн иртнĕ эрнере районти çĕр ĕçченĕсем Тăвай ялĕнчи спорткомплекса "Акатуй-2014" уява паллă тума пухăнчĕç. Шăпах çав кун çĕр-шывăмăрта Раççей кунне те анлăн уявларĕç.
Акатуй чăвашсен йăли-йĕркине упрама пулăшать, ăрусен çыннисене, тĕрлĕ çĕрте тăрăшакансене пĕрлештерет. Вĕсене ĕçе, культурăна, спорта юратма хăнăхтарать.
Тăвай енре пурăнакансемпе пĕрле савăнма пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Анатолий Кузьмин, Шупашкарти "Акконд" УАО генеральнăй директорĕн çумĕ Александр Ананьев, район ентешлĕхĕн ертỹçи Алексей Иванов, Вăрмар, Сĕнтĕрвăрри раонĕсен, ял хуçалăхпа перекет банкĕсен представителĕсем тата ыттисем кăмăл тунă. Вĕсем район ертỹçисемпе пĕрле декораци ăсталăхĕн, ĕçлев ỹнерĕн тата халăх промыслин куравĕпе, ял тăрăхĕсен илĕртỹллĕ картишĕсемпе паллашрĕç малтан. Ку куравсене йĕркелекенсем сумлă хăнасене çăкăр тăварпа кĕтсе илчĕç, кăпăклă сăрапа сăйлакансем те пулчĕç. Чăвашлăха палăртма тăрăшса наци тумне тăхăннă хăш-пĕр ял тăрăхĕсенчен килнисем.
Районти культура ĕçченĕсем "Алран кайми аки-сухи" ятлă театрализациленĕ программăна кăтартрĕç çакăн хыççăн. Ĕшнери аслă вăййа чылайччен пăхса киленчĕç çынсем.
"Тăвайри кооператив" потребобществăн работникĕсем, çанă тавăрса, суту-илỹ турĕç уявра, çăкăрпа булка изделийĕсен куравĕпе паллаштарчĕç тата.
Ача-пăча площадкинче те хаваслă сасăсем янăраса тăчĕç. Çамрăксем батутсем çинче сикетчĕç, каруççельпе, квадрациклсемпе ярăнатчĕç. Тĕслĕ шарсене персе лектерсе призсем выляса илетчĕç, хăш-пĕрисем юмахсен сăнарĕсемпе паллашатчĕç, аттракционсем çинче хăйсен хăюлăхне тĕрĕслекен маттурккасем те пурччĕ. Питĕ телейлĕччĕ çав самантра ачасем, вĕсен хăйсен тĕнчи ĕнтĕ.
Район тата администраци пуçлăхĕсем Владислав Васильевпа Владимир Ванерке уçрĕç программăна. Раççей кунĕпе, районти ĕçпе юрă тата спорт уявĕпе саламларĕç вĕсем. Владимир Алексеевич çурхи ĕçсене пĕтĕмлетрĕ, тĕрлĕ программăсене пурнăçа кĕртессипе мĕнле ỹсĕмсем тунипе паллаштарчĕ.
Районăн агропромышленность комплексĕнче ял хуçалăх 6 предприятийĕ, тулли мар яваплăхлă 4 общество, хресчен фермерăн 32 хуçалăхĕ, 7078 кил хуçалăх шутланать. "Акконд-агро фирма" общество, "Дружба", "Чутеевский" ЯХПКсем, Грачев, Хумышев, Илларионов хресчен фермер хуçалăхĕсем тата ытти коллективсем кăтартăвĕсене лайăхлатсах пырассишĕн тимлеççĕ. "Тăван район илемленсех пытăр тесе хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех пурнăçлăпăр малашне те. Уяв ячĕпе сире пурне те", - тесе вĕçлерĕ вăл калаçăвне.
ЧР пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Анатолий Кузьмин, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "Акконд" обществăн генеральнăй директорĕ В.Иванов ячĕпе унăн çумĕ Александр Ананьев, тăвайсен Шупашкарти ентешлĕх ертỹçи Алексей Иванов тата ыттисем тухса калаçрĕç çакăн хыççăн, хăш-пĕрисем парнесем пачĕç района.
Унтан ял хуçалăхĕнче тата ытти организацисенче вăй хурса палăрнисене хавхалантарма пуçларĕç.
"Новый путь" ЯХПКн машинăпа ĕне сăвакан операторне Луиза Гурьевана РФ ял хуçалăх Министерствин Хисеп грамотине пачĕç. ЧР ял хуçалăх Министерствин Хисеп грамотине Виталий Шерне управляющи ("Чутеевский" ЯХПК), Надежда Николаева доярка (Илларионов ХФХ), тĕрлĕ ĕç тăвакан Николай Шашков ("Родник") тивĕçлĕ пулчĕç. "ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ" тата "ЧР тава тивĕçлĕ механизаторĕ" хисеплĕ ятсене Енĕш Нăрвашри вăтам шкулта вĕрентекен Лидия Ванеркене, "Акконд-агро фирма" общество водительне Николай Иванова пачĕç.
Республика Пуçлăхĕн Тав хучĕллĕ вĕрентỹ пайĕн хуçалăхпа эксплуатаци ушкăнĕн начальникĕ Людмила Кузьмина пулчĕ.
"Ака чемпионĕ-2014" лентăпа хаклă парнене "Акконд-агро фирма" общество механизаторне Михаил Егорова пачĕç. Вăл "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ" ята та илнĕччĕ. Çавăн пекех акара мала тухнă ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен фермер хуçалăхĕсене те палăртрĕç.
Районăн Хисеп кĕнекине нумай çул "Дружба" ЯХПКри ĕçсене йĕркелесе пыракан Анатолий Салканова, "Чувашэнергон" "Волги" МРСК УАО филиалăн кăнтăрти производство уйрăмĕн директорне Валерий Титова кĕртнĕ. Мала тухнисене ăшшăн саламланă район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке, лайăх ĕçленĕшĕн тав тунă, малашлăхра ăнăçусем, çирĕп сывлăх суннă.
Икĕ çамрăк çемьене - пурăнмалли условисене лайăхлатмалли, "Çемьери выльăх-чĕрлĕх ферми", "Ĕçе пуçăнакан фермер" программăсене пурнăçа кĕртмелли сертификатсем, ытти нумай çынна ĕçре харсăр пулнăшăн Хисеп грамотисем панă акатуйра.
Кĕрешекенсем, футболла тата волейболла вылякансем те хăйсем тавра çын нумай пухрĕç çав кун.
"Асамат" ансамбль пултарулăхĕпе те хавхалансах паллашрĕç уяврисем. Шупашкарти артистсем юрланă чухне сцена умне тухса ташлакансем те пулчĕç.
Вĕтĕртетсех тăракан çумăр та кансĕрлеймерĕ пĕрле канакансене. Каçченех юрласа-ташласа савăнчĕç район çыннисем.