04 июня 2014 г.
Республика кунĕ иртрĕ пĕлтĕр районта. Хăна-вĕрле те ырларĕ пирĕн тăрăха. Ара, урамсенче тĕрлĕ чечек ешерчĕ, куçа илĕртрĕ. Кил умĕсене, çулсен хĕррисене субботниксем туса тасатсах тăтăмăр. Вырăнти влаç органĕсем те тасалăх ыйтăвĕ çине пысăк тимлĕх уйăрни сисĕнчĕ. Халĕ те ирттеретççĕ-ха санитари сехечĕсем. Çак ырă йăлана çулленех çирĕппĕн тытса пырсан тем пекехчĕ.
Таса пулни чуна çĕклет. Шел, хамăрах çỹп-çап айне тăватпăр урамсене, çырмасене. Вăл çеç те мар, чи сăваплă вырăна, масарсене те, унта пулнă хыççăн тасатса хăвармастпăр. Пурин пирки те каламастăп. Нумайăшĕ çимĕкчен вил тăприсене тирпейлеме васкать: тĕссĕрленсе юлнă картасене, хĕрессене сăрлать, чечексем акса-лартса хăварать, шăварсах тăрать.
Çимĕкчен нумаях юлмарĕ. Масарсене тирпей-илем кĕртме тытăнасчĕ. Темиçе çул Тăрмăшри депутатсен пуçарăвĕпе çавăн пек мероприяти йĕркелени çинчен вуласа пĕлнĕччĕ хаçатра. Сăхăтпуçсем те ырă пуçару туса массăллăн тухнăччĕ субботника.
Хамăр пăхса тăмасан масар та çỹп-çаппа тулса ларать. Канлĕхре, таса çĕрте выртчăр леш тĕнчене кайнисем.