04 июня 2014 г.
Пĕтĕм тĕнчери ачасене хỹтĕлемелли куна халалласа районти культурăпа кану центрĕ умĕнчи плошадкăра "Телейлĕ ачалăх кулли" ятпа чăн-чăн хаваслă уяв иртнĕ. Ăна йĕркелекенĕсем - Тăвайри культурăпа кану центрĕпе ача-пăчасен искусство шкулĕ - уяв юрă-ташăпа, шỹт-кулăпа тата асра юлмалли вăйăсемпе ирттĕр тесе чăннипех тăрăшнă. Вăл ача-пăчасен искусство шкулĕнче вĕренекенсем "Ачалăх" юрра шăрантарнипе пуçланнă. Унтан ачасем импровизациленĕ пăравус çине ларса ачалăхпа çыхăннă тĕрлĕ станцисене çул-çỹреве тухнă. Кашни станцирех ачасене интереслĕ вăйăсем, викторинăсем, сăвăсем, асфальт çинчи ỹкерчĕксем, юрă-ташă кĕтнĕ. Батутсем, аттракционсем пулнă, сувенирсемпе пылак çимĕçсем сутнă.
Пухăннисене уявпа район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке тата унăн çумĕ - вĕренỹ пайĕн начальникĕ О.Ломоносов саламланă.
Источник: "Ял ĕçченĕ"