Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял хуçалăх министрĕ пирĕн районта

25 января 2013 г.

Ытлари кун пирĕн района ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов килсе кайрĕ. Ĕçлĕ çул çÿревĕн тĕллевĕ – Тăвай ен хуçалăхĕсенче выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарассине мĕнле пурнăçланипе паллашасси.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке ертсе пынипе вĕсем малтан тăрмăшсемпе тĕл пулса калаçнă. Ленин ячĕллĕ ЯХПК “200 пуç вырнаçмалăх сĕт-çу витине реконструкцилесси тата модернизацилесси” ятлă инвестици проектне пурнăçа кĕртет. Çавна май асăннă ял çыннисем кăçал 2 АДСН çĕнĕ линиллĕ оборудованипе сĕте сивĕтекен “Артика” установкăна хута янă, 1,8 миллион тенкĕлĕх ĕç тунă.
Çакăн хыççăн Шупашкартан килнĕ сумлă хăна Андрей Федоров хресчен фермер хуçалăхĕнче пулнă. “Тин ĕç пуçлакан фермерсене пулăшасси” грант (1100 пин тенкĕ) çĕнсе илнĕ Андрей. Вăл унпа 500 тонна çĕр улми упрамалăх нÿхреп тунă.
Унтан “Акконд агро-фирма” обществăна çитнĕ ял хуçалăх министрĕ Сергей Павловпа район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке, 308 пуç пăру вырнаçмалăх вите тăвассипе кăмăллă юлнă. “Шимкусский” ЯХПКра 200 пуç ĕне вырнаçмалăх çĕнĕ сĕт-çу ферминчи ĕçсем мĕнле пынине çитсе курнă. Икĕ объектне те выльăх-чĕрлĕх витисене модернизацилес инвестици проекчĕпе килĕшÿллĕн тунă.
Шупашкар хăни çуркунне ака ирттерме ял хуçалăх техникине хатĕррисен ретне лартас ыйтăва та хускатнă.
 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика