30 мая 2014 г.
Ĕмĕртенпех юхса выртаççĕ Тăвай ялĕ витĕр Эльпе Тăм шывĕсем. Çак хушăра вĕсем ырлăхне те, шырлăхне те кỹнĕ ял çыннисене. Пĕр çулхине вăйлă çумăрсене пула çырансенчен ейỹ тухса пурăнмалли çуртсемпе хуралтăсене, урамсене, çулсене шыв илни те пулнă. Анчах шывăн ырлăхĕ çав-çавах нумайрах. Уйрăмах çу вăхăтĕнче. Вăл _ тавралăх илемĕпе чĕрĕлĕхĕ те, çынсен шанăçĕпе пушар хăрушсăрлăхĕ те. Шывĕ пулсан, çырансем унпа тулса тăрсан, пулăсем те, ытти чĕр чунсемпе кайăк-кĕшĕк те ĕрчеççĕ. Ачасемпе çитĕннисем шыва кĕрсе савăнаççĕ. Çырансен хĕррисемпе йывăç-курăк хунать. Çутă шывра каçсерен уйăх та çăвăнса тасалать.
Шел те, Эльпе Тăм шывĕсем ял çыннисене çак ырлăха туллин парнелеймеççĕ-ха. Пахчасене шăварас тетĕн, шывĕ тĕпĕнче çеç, шăрăх кунсенче шыва кĕрсе уçăлас, савăнас, тасалас тетĕн -каллех çырансем шывсăр. Тăвай - пĕчĕк ял мар, вăл - район центрĕ. Ун витĕр икĕ юхан шыв юхса выртса та пĕр пĕве, шыва кĕмелли ятарлă пĕр вырăн та çукки ыттисемшĕн лайăх тĕслĕх мар ĕнтĕ. Пăшăрхантармалли сăлтав. Çитменнине, çултан-çул çапла тăсăлать. Каллех шыва каясран асăрханатпăр-и е пуçарулăх çитмест... Вăл та, ку та пулĕ. Анчах шывĕ пур çĕртех шывсăр пурăнни кăмăллă япала мар ĕнтĕ. 3662 çын пурăнать Тăвай ялĕнче. "Аль" физкультурăпа спорт комплексĕнчи бассейнсăр пуçне Тăвай ялĕнчи юхан шывсем хĕрринче çынсем валли пĕр пляжпа ятарлă шыва кĕмелли е хĕртĕнмелли вырăн та çук. Пулă тытма та çỹрес килет пулĕ ачасемпе çамрăксен, çитĕннисен пушă вăхăтсенче, канмалли кунсемпе отпусксенче. Канса киленес те килет пуль тулли çырансем хĕрринче. Тулли юхан шыв таврана чĕрĕлĕх кỹрет, нỹрĕк парать. Унăн шывĕ çуллахи вăхăтра пур чĕрĕ чуншăн та сиплĕ. Пушар хăрушсăрлăхĕ енĕпе те пĕлтерĕшĕ пысăк. Анчах мĕн чăрмантарать юхан шывсене тулли тытма( Шел те, автостанци патĕнчи сооружени те тулли шывпа савăнтараймасть паянхи куна.