Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕрешÿ çивĕчленет

25 января 2013 г.

Район центрĕнчи физкультура коллективĕсем хушшинчи волейбол турнирĕ финишалла çывхарать. Çавна май кĕрешÿ тата ытларах çивĕчленет.
Акă тунти кунхи тĕл пулăва ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсен ертÿçисен ку таранччен пĕр çухатусăр пынă команди чутах ДЮСШ волейболисчĕсенчен çухату тÿсмерĕ. Ертÿçĕсен командинче ку хутĕнче А.Алексеев çукки вăйлă палăрчĕ. Çамрăк волейболистсене хальлĕхе опыт çителĕксĕрри, кашни мечĕкшĕн вĕçне çитиччен хавхаланса кĕрешме пултарайманни такăнтарать.
“Янтиково” волейбол клубĕ “Дорстрой” командинчен 1-мĕш çаврăмри çухатушăн реванш илме тĕплĕн хатĕрленнĕ. Тĕрĕссипе, тĕл пулу çăмăл мар иртессе икĕ енĕ те пĕлнĕ. Волейбол клубĕ командăна А.Шараповпа тата В.Цыгановпа, “Дорстрой” А.Михайловпа тĕреклетнĕ. Л.Леонтьев (аманнă пирки хăй вылямасть) команди ку хутĕнче пуçтарăнарах, пысăкрах хавхаланупа вылярĕ, “Дорстройран” 2:1 шутпа выляса илчĕ. “Дорстройăн”, йышра ăста волейболистсем пур пулин те, вăйă каймарĕ. Вăййа хăй çине илсе, ыттисене хыççăн чĕнекен, хавхалану кÿрекен лидер палăрмарĕ.
Юн кун тепĕр татса паракан тĕл пулу пулчĕ. «Дорстрой» волейболисчĕсем вĕрентÿ пайĕн командине 2:1 шутпа çĕнтерчĕç.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика