Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăвайри музейре кĕтетпĕр

25 января 2013 г.

Пĕлтĕр Тăвайри краеведени музейне 1941 çын пырса курнă, унта 46 экскурси ирттернĕ, 38 калаçу йĕркеленĕ, массăллă 14 мероприяти пулнă.
Музей фондне çулталăкра пурĕ 60 япала пырса панă çынсем, 2013 çул пуçламăшĕ тĕлне 2403 экспонат шутланнă унта. Музейри мероприятисем пирки “Ял ĕçченĕ” хаçатра, район тата Тăвай ял тăрăхĕн администрацийĕсен сайчĕсенче пĕлтерсех тăнă.
Çакна палăртмалла, район центрĕнче пурăнакан Дмитрий Кучеров гражданла авиаци самолечĕсен картонпа хутран тунă моделĕсен куравĕ çÿллĕ шайра иртрĕ. Ăна чăваш телевиденийĕнче ĕçлекенсем ÿкерсе илсе вырăсла тата тăван чĕлхепе кăтартнă. “Раççей ирĕ” передачăра çĕр-шывăн пĕрремĕш каналĕ те паллаштарнă ку куравпа.
Курма тата итлеме интереслĕ пулчĕ ăна. Мускав дикторĕсем Чăваш ен карттине пирĕн ума кăларнă хыççăн Тăвай ялĕ пирки сăмах пуçарчĕç: “Тăвай çĕрĕ çине “Боинг” тата “ТУ-154” самолетсем анса ларнă”, – терĕç. Пирĕн музейĕн залне сăнларĕç ак кадрсем, унтан Димăпа тата музей заведующийĕпе С.Сергеевапа калаçнине кăтартрĕç.
Çакăн хыççăн самолетсен 17 модельлĕ куравĕ республика тăрăх куçса çÿрерĕ. “Вĕçчĕр вĕсем, вĕçчĕр...” тесе ят патăмăр ăна. Йĕпреçсем, канашсем, патăрьелсем паллашнă унпа. Кăçалхи февралĕн 21-мĕшĕччен ку курав Элĕк районĕнче пулать. Унтан асăннă курава çĕрпÿсем илсе кайма черет тăнă. Республика кунĕн уявĕччен Д.Кучеров “самолечĕсем” тăван тăрăха, Тăвайри музее таврăнмалла.
Çынсем Йĕпреç районĕнчен илсе килнĕ вĕçен кайăксен куравĕпе те кăмăллă юлчĕç. Йывăçран касса тунă, сăрласа илемлетнĕ 62 кайăк туса хатĕрленĕ кÿршĕсем. Эпир стенасем çине йывăçсен турачĕсене касса çакса, вĕçен кайăксене лартса тухрăмăр. “Çунатлă туссем” ятлă кĕнекесен куравне те йĕркелерĕмĕр унта. 247 ача кăмăлласах паллашнă вĕçен кайăксемпе, вĕсем çинчен викторина ыйтăвĕсене хавхаланса хуравланă.
Кармалти Николай Афанасьев паттăрла ĕç тунăранпа 70 çул пулать кĕçех. Пирĕн ентеш тăшман амбразурине хăйĕн кĕлеткипе хупласа пуçне хунă. Вăл çуралнăранпа 2013 çулхи апрельте 90 çул çитет. Музейри çар залĕнче Николай Афанасьев çинчен кĕтес тунă. Вĕренекенсене çарпа патриотизмла воспитани парас тĕллевпе унта калаçусем тата ытти мероприятисем ирттерме палăртнă.
Куравсен залĕнче вара халь Инесса Виталиевна Егоровапа Наталия Юрьевна Федорова ал ĕç ăстисен япалисене курма пулать.
Тăвайри краеведени музейĕнчи куравсемпе тата экспонатсемпе паллашма чĕнетпĕр пурне те.
 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика