23 мая 2014 г.
"ЧР территорийĕнчи вăрман фончĕн çĕрĕсем çинчи вăрмансене граждансем кĕрессине чакарасси çинчен" экологипе çут çанталăк ресурсĕсен министерствин приказне пирĕн районта та пурнăçа кĕртессишĕн тимлеççĕ. Питĕ шăрăх тăнипе вăрмансенче пушар тухас хăрушлăх пулса тăнă. Çавăнпа çынсен ку енĕпе тимлĕ пулмалла. Пирĕн районта çут çанталăкри вут-кăвар ан алхастăр тесе тăрăшакан комисси туса хунă. Тăвай ялĕнчи 45-мĕш пушар чаçĕн ертỹçи Н.Г.Павлов, надзор ĕçĕсен районти уйрăмĕн тата ятарлă программăсен секторĕн начальникĕсем В.М.Михайловпа В.В.Исаев, Канаш лесничествинчи вăрман мастерĕ Г.А.Шакртов кĕреççĕ унта. Çỹреме юраманнине палăртса çул урлă хывнă каштасене, шыв илмелли вырăнсене тата ыттине тĕрĕслеççĕ вĕсем.
Çут çанталăк пушарĕсем тухассин тĕп сăлтавсенчен пĕри -вăрмансенче çỹренĕ чухне вут-кăвар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнманни, типĕ курăксене çунтарнă чухне "хĕрлĕ автан" вăрмана кĕрсе кайни.
Раççей МЧСĕн ЧР Тĕп управленийĕн районти надзор ĕçĕсен уйрăмĕ Тăвай ен çыннисене пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пăхăнма ыйтать. Вăрманта кăвайт ан чĕртĕр, пирус тĕпне тата шăрпăка сỹнтермесĕр ан пăрахăр.