20 мая 2014 г.
Пĕтĕм тĕнчери çемье кунне çу уйăхĕн 15-мĕшĕнче паллă тăваççĕ. Хальхинче асăннă уява паллă тума ЗАГС уйрăмĕн çĕнĕ çуртне пухăнчĕç.
Тăвайри Наталия Анатольевнапа (халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта тăрăшнă) Радий Владимирович ("Энергосеть" тулли мар яваплăхлă общество) Петровсен çемйи иртнĕ кунсенче йышлăланнă, çутă тĕнчене хĕр ача килнĕ. Ăна Кира ят панă ашшĕпе амăшĕ. Пепкен пĕрремĕш документне - ача çурални çинчен çирĕплетекен свидетельствăна - ЗАГС уйрăмĕн начальникĕ В.Новикова пачĕ. Кил хуçине - çемье çирĕплĕхне, унăн арăмне кил-йыш вучахĕн ăшшине упрама сунчĕ вăл. Кирăна ырă-сывă çитĕнтерессишĕн хăйсенчен мĕн килнине пĕтĕмпех пурнăçлама сĕнчĕç Петровсене районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта вăй хуракансем, парнесемпе чысларĕç.
Ачасене хỹтĕлесси - патшалăхăн чи пĕлтерĕшлĕ тĕллевĕсенчен пĕри. Çамрăк кил-йышсене патшалăх мĕнле пулăшусем пани çинчен РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн начальникĕ Л.Яковлева каласа кăтартрĕ, Алисăпа Анатолий Алексеевсене, Викторияпа Андрей Гордеевсене иккĕмĕш ача çуралнă ятпа саламларĕ, амăшĕн капиталĕн свидетельствине пачĕ.
"Савăнăçпа, юратупа, туслăхпа, ача-пăча куллипе хавхалантартăр сире пурнăçри кашни кун", - терĕ вăл.
Чăваш Енре те нумай ачаллă çемьесене пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çакăн пирки пĕлтерчĕ уяврисене район администрацийĕн халăха социаллă хỹтлĕх паракан пай начальникĕ Л.Аввакумова. Республикăри амăшĕн капиталĕн сертификатне (виççĕмĕш е ун хыççăнхи ачасемшĕн) ултă ача çитĕнтерекен Татьяна Павлована, Людмилăпа Андрей Дмитриевсене, Алевтинăпа Сергей Моисеевсене пачĕ Людмила Петровна.
Тăвайри искусство шкулне çỹрекенсен "Кĕмĕл çумăр" ятлă ансамблĕ (ертỹçи Е.Иванова) çемье кунне илем кỹчĕ. Çавăн пекех культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем юрă-ташăпа савăнтарчĕç пухăннисене. Ачасем çемье тĕрекĕ, шанчăкĕ, никĕсĕ, пуласлăхĕ пулнине çирĕплетрĕç çапла асăннă уявра.
Тăвай енри çемьесем йышлăланса пынă май пирĕн район экономикипе социаллă пурнăçĕ аталансах пырĕç.
Источник: "Ял ĕçченĕ"