Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçре те, ял-йышра та хисепре

20 мая 2014 г.

Тăвайри 2-мĕш номерлĕ шкулчченхи учрежденире хăйсен ĕçне чунтан парăннă çынсем вăй хураççĕ. Вĕсенчен пĕри - Зоя Петровна Павлова воспитательница. Хастар та пултаруллă хĕрарăм çак ĕçе 35 çула яхăн тивĕçлĕ шайра пурнăçласа пырать. Кашни занятине интереслĕ ирттерме тăрăшать вăл. Уявсенче тĕрлĕ сăнарсене вылянă чухне артистка тейĕн ăна. Рольсене çỹллĕ шайра калăплать.

Зоя Петровна ĕçтешĕсемпе, шăпăрлансемпе яланах пĕр чĕлхе тупма, ăнланма пĕлет. Ăшă чунлă хĕрарăм кашни ачапа ăшшăн пуплет, çавăнпа та пуль ĕнтĕ ачасем амăшĕ вырăнне хурсах юратаççĕ, хисеплеççĕ. Ашшĕ-амăшĕпе тачă çыхăнса ĕçлет вăл, кирлĕ канашсем парать.

Çемьере те килĕшỹ, ăнлану хуçаланать Павловсен. Мăшăрĕпе, Вячеслав Васильевичпа, ывăлпа хĕр пăхса çитĕнтернĕ. Иккĕшне те аслă пĕлỹ илме пулăшнă. Мăнукĕсем вĕсене куç тулли савăнăç, телей кỹреççĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика