20 мая 2014 г.
Иртнĕ эрнере район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке ертсе пынипе наркотиксемпе кĕрешекен комисси ларăвĕ пулчĕ. Унта ĕç тăвакан власть, право сыхлав органĕсен представителĕсем, наркотиксен çаврăнăшне тĕрĕслесе тăракан Федераллă службăн республикăри управленийĕн Канашри районсем хушшинчи пайĕн оперуполномоченнăйĕ В.Иванов, район прокурорĕн çумĕ А.Афанасьев хутшăнчĕç. Ларăва шкул директорĕсене те чĕннĕ.
Пухăннисене районăн тĕп врачĕн çумĕ Т.Игнатьева мониторинг кăтартăвĕсемпе тата 2014 çулта наркотиксен çулне пỹлес ĕç-хĕл районта мĕнле пулса пынипе паллаштарнă. Иртнĕ çул 42 çынна тĕрĕсленĕ. 4 çыннăн организмĕнче опий ушкăнĕнчи наркотикле веществосем тупса палăртнă. Кăçалхи 4 уйăхра 16 çын организмне тĕпченĕ. Маларах диспансер учетне наркоманипе чирлĕ 1 çынна илнĕ пулнă, анчах вăл урăх района куçса кайнă. Шĕкĕр Турра, ачасем хушшинче наркотикле хатĕрсемпе усă курнă тĕслĕхсем палăрман.
Çул çитменнисем хушшинче психоактивлă хатĕрсемпе усă куракансене тупса палăртас тата вĕсемпе воспитани ĕçне туса пырас ыйтусемпе Тăвайри тата Тăрмăшри вăтам шкулсен директорĕсем В.Кирилловапа С.Николаева тухса калаçнă. Шкулти профилактика ĕçĕн тĕп тĕллевне ачасенче сывă пурнăç йĕркин пĕлтерĕшне çирĕплетнинче курмалла. Çамрăк ăрăва çирĕп вăй-халлă, ăс-хакăллă, пур енĕпе те сывă çитĕнтерме тăрăшмалла, çамрăксем психоактивлă хатĕрсемпе усă курассинчен пăрăнччăр, харпăр хăй сывлăхĕшĕн кашни çын хăй яваплă пулнине туйса тăтăр. Шкулсем ку енĕпе куллен ĕçлеççĕ. Ачасем хушшинче çуллен ыйтăмсем ирттереççĕ. Çавах та туса ирттерекен ĕçсем çамрăксем çине пур чухне те витĕм кỹреймеççĕ. Паянхи пурнăçра çамрăксене илĕртекен, анчах сывлăхне пĕтерекен сиенлĕ пулăмсем темĕн чухлех. Çавăнпа та шкул умĕнче профилактика ĕçне лайăхлатас, воспитани витĕмĕ кỹмелли çĕнĕ майсем шырас задача тăрать.
В.Иванов оперуполномоченнăй педагогсене ачасен тыткаларăшĕ çине тимлĕрех çаврăнса пăхма ыйтрĕ, çакă ачасем психоактивлă хатĕрсемпе усă курнине вăхăтра палăртма пулăшать. Лару сỹтсе явнă ыйтусем тăрăх йышăнусем тунă, вĕсене пурнăçа кĕртессишĕн яваплă çынсене палăртнă.
Источник: "Ял ĕçченĕ"