13 мая 2014 г.
Районти чи хисеплĕ мăшăрсенчен пĕри - Тăвай ялĕнчи Аввакумовсем Аслă Çĕнтерỹ уявĕ умĕн ăшă саламсем йышăнчĕç.
Дмитрий Иванович Украина фрончĕсенче çапăçнă, связист пулнă. 1945 çулта ентешĕмĕр йывăр аманнă, Çĕнтерỹ кунне госпитальте кĕтсе илнĕ. Хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн "Çапăçури паллă ĕçсемшĕн", "Хастарлăхшăн" медальсем илме тивĕçлĕ пулнă.
Киле таврăннă хыççăн вăл Тăвай енри ялсене радиопа телефон кĕртес енĕпе вăй хунă. СССР çыхăну министерствин, ЧАССР Аслă Совечĕн тата Министрсен Кабинечĕн грамотисемпе, Хисеп орденĕпе тата ытти наградăсемпе чысланă Дмитрий Ивановича хăй тивĕçĕсене çỹллĕ шайра пурнăçланăшăн.
Унăн мăшăрĕ, Екатерина Яковлевна, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче ывăнма пĕлмесĕр колхозра вăй хунă. 1944 çултан пуçласа вара тивĕçлĕ канăва кайичченех районти çыхăну уйрăмĕнче тăрăшнă.
Çапла Аввакумовсем ĕçре туслашнă. Вăрçă хыççăнхи йывăр çулсенче пĕрлешсе 65 çул ĕнтĕ пĕр-пĕрне ăнланса пурăнаççĕ. Кăçал туслă мăшăр "тимĕр" туйне ирттернĕ. Пурнăçра питĕ сайра пулакан уявсенчен пĕри ку. Дмитрий Ивановичпа Екатерина Яковлевнан ăшă туйăмне Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи çирĕплетнĕ. Çăмăл мар тапхăрта вĕсем пĕр-пĕрне хисеплессине, ăнланассине, шанассине упраса хăварма пултарнă. Аввакумовсем икĕ хĕрпе ывăл çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине тухма пулăшнă. Пилĕк мăнукĕпе вĕсен ачисене пăхса ытараймаççĕ халь ялти хисепе тивĕçлĕ ватăсем. Çулĕсемпе аслă пулин те Аввакумовсем чунĕсемпе çамрăк, кил хуçалăхри вăй çитнĕ ĕçсене хутшăнма тăрăшаççĕ. Ял тата район пурнăçĕпе кăсăкланма та манмаççĕ.
Вĕсене Аслă Çĕнтерỹ уявĕпе ЗАГС уйрăмĕн начальникĕ В.Новикова, Тăвай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Васильев саламланă. 1949 çулта пурнăç çулĕпе утма пуçланă мăшăр юбилейлă туйсен хисеплĕ кĕнеки çине алă пуснă. Çемье чăмăртаса ăна нумай çул упрассине районти çамрăксем Тăвай ялĕнчи Аввакумовсенчен вĕренме пултараççĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"