Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнтерỹ паркне çĕнетрĕç

01 мая 2014 г.

Çăлпуç ялĕнче пурăнакансем Йывăç кунне "Йывăç ларт тата пăхса ỹстер" акцие хастар хутшăннипе пуçларĕç. Çак кун вĕсем Аслă Отечествăлла вăрçă хирĕнче пуç хунă ял çыннисене асăнса хывнă парка çĕнĕрен улмуççисем тата ытти йывăçсем лартса хăварчĕç. Улмуççисене ял çыннисем "Патăрьелĕнчи улма-çырла питомникĕ" уçă акционерлă обществăран Тăвайри ял тăрăхĕн тата харпăр хăй укçи-тенкипе туяннă. Çапла вара çăлпуçсем парка çĕнĕрен чĕртес çутă ĕмĕтне пурнăçа кĕртеççĕ. Вăл çуркуннесенче унчченхи пекех улмуççи чечекĕсен айĕнче пуласса шанаççĕ. Улмуççисемпе пĕрлех парк хĕррипе чăрăш, хыр калчисем, çăка хунавĕсем лартса тухнă. Çавăн пекех Юрий Ларионов тракторĕпе ялта темиçе çĕрте никам ирĕк памасăр пулса кайнă свалкăсенчи çỹп-çаппа ăпăр-тапăра, тĕрлĕ каяша турттарса тухнă. Экологи мероприятине йĕркелекенĕсем - Анатолий Иванов старостăпа клуб администраторĕ Александр Михайлов. Вĕсем паркри хăрнă улмуççисене тасатса кăларса унта çĕнĕрен йывăçсем лартса чĕртессипе нумай ĕçленĕ. Йывăç кунне çавăн пекех Людмила Шадрина, Людмила Васильева, Надежда Сидорова, Сергей Алексеев, Валентин Матвеев, амăшĕпе ывăлĕ - Надеждăпа Алик Сидоровсем, Александр Никонов, Виталий Семенов, Николай Семенов, Елена Михайлова, хуларан килнĕ Виктор Гончаренкăпа Борис Макаров та хастар хутшăннă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика