23 апреля 2014 г.
Çуркунне кивĕ курăкран "хăтăлма" ăнтăлакансем те, çут çанталăк ытамне е вăрмана канма каякансем те вут чĕртме тăрăшаççĕ. Пĕрисен курăка çунтармалла, теприсен шашлăк пĕçермелле. Анчах кун пек чухне пушар хăрушсăрлăхĕ пирки те манма юрамасть. Çавăнпа шыв запасĕ, кĕреçе, май пур таран огнетушитель пулмалла. Мĕншĕн тесен вут-çулăма сỹнтерме мар, унран асăрханма çăмăлрах. Çакна та асра тытăр: сỹнтермен пирус тĕпĕ е шăрпăк вăрманти е дачăри пушар сăлтавĕсем пулма пултараççĕ.
Пурнăç кăтартса панă тăрăх, çуркуннехи-çуллахи тапхăрта пушарсен хисепĕ çулленех пысăк. Çакăн сăлтавĕсем - пысăк температура, типĕ çанталăк, вăйлă çил тата чылай чухне çынсен тимсĕрлĕхĕ, вут-çулăмпа асăрханусăр пулни.
Çавăнпа пушар хăрушсăрлăхĕ пирки самантлăха та ан манăр, вут чĕртсен сỹнтермесĕр ан хăварăр, ачасене шăрпăкпа иртĕхме ан парăр. Пушара асăрхасан, типĕ курăк çунса сарăлнине курсан çийĕнчех пушар хуралне "01" телефонпа шăнкăравласа хыпарлăр. "Билайн", "МТС", "Смартс" операторсен "Мегафон" компанийĕн абоненчĕсен "010" е 112 наборламалла. Çынсене те систерме тăрăшăр. Пушарниксене пĕлтернĕ хыççăн, май пур таран çулăма сỹнтерме тытăнăр.
Источник: "Ял ĕçченĕ"