18 апреля 2014 г.
Христос чĕрĕлни - ĕненекенсен чи пысăк тата çутă уявĕ. Ăна тепĕр майлă Мăнкун теççĕ.
Иисус Турă чĕрĕлни - пурнăç пуçласа вилĕме çĕнтерни. Çапла пулнă ку. Вилнĕ хыççăнхи виççĕмĕш кун каçхине, шăмат кун, ĕненỹ вăйĕ пулăшнипе Иисус Христос Туррăмăр чĕрĕлнĕ. Сасартăк çĕр чĕтренме пуçланă, пĕлĕтрен Пирĕшти аннă, Туррăмăр тупăкĕн алăкĕ çине пусса, кăштах ватнă. Вăл çиçĕм евĕрлĕ çутă пулнă, тумĕ шап-шурă юра аса илтернĕ. Тупăк умĕнчи хуралçăсем çакна курсан хăранипе тарса пĕтнĕ.
Шăмат кун канлĕхĕ вĕçленсен, ирех Мария Магдалина, Мария Иаковлева, Иоанна, Саломия тата ытти хĕрарăмсем христиансен ырă шăршăллă им-çамне (миро) илсе Иисус Христос тупăкĕ патне кайнă. Тупăка хупиччен унăн ỹтне миропа сĕрме ĕлкĕреймен пулнă иккен. Мария Магдалина миронисца чи малтан курнă тупăк алăкĕ кăштах ваннине, Петĕрпе Иоанн патне чупса пырса çакăн пирки пĕлтернĕ. Вĕсем патне Пирĕшти пынă. "Ан хăрăр. Эсир Иисуса шыратăр. Вăл кунта çук, чĕрĕлнĕ вăл. Туррăмăр выртнă тĕле пырса пăхăр", - тенĕ. Хĕрарăмсем хăранипе пуçĕсене уснă. "Вилнисем хушшинче ан шырăр чĕррине. Вăл кунта çук. Галилейăра пулнă чухнех каланă вăл сире çакăн пирки", - пĕлтернĕ вĕсене ытти пирĕштисем.
Мăнкун кашни çулах урăх вырсарни куна лекет. "Христос чĕрĕлнĕ, Христос чĕрĕлнĕ, Христос чĕрĕлнĕ!" - тесе пĕлтереççĕ пĕр-пĕрне уяври çынсем савăнса.
Источник: "Ял ĕçченĕ"