18 апреля 2014 г.
Çынсен сывлăхне вăхăтра пăхса тăрас тĕллевпе медицина ĕçченĕсем диспансеризаци ирттереççĕ. Ăна виçĕ çулта пĕр хутчен йĕркелеççĕ.
Тăвайри тĕп больницăра вăл 2012 çулхи декабрĕн 3-мĕшĕнчен старт илнĕ. Кăçал 21 çултан пуçласа 99 çул таранчченхи 2788 çыннăн медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухмалла, вăтамран кашни уйăхра - 279 çыннăн.
Юн, шăк илсе тĕрлĕ анализсем тăваççĕ, УЗИ мелĕпе вар-хырăм органĕсене тĕрĕслеççĕ. Çавăн пекех ЭКГ, флюорографи тĕрĕслевĕ ирттереççĕ. 39 çултан иртнĕ хĕрарăмсене маммографи туса пуçламăш тапхăрти кăкăр шыççине тупса палăртса вăхăтра сиплеме пулать. Арçынсем час-часах простата ракĕпе аптăраççĕ. Ку чире те тĕрĕслевсем туса çийĕнчех палăртатпăр. Пĕтĕм тĕрĕслевсене тỹлевсĕр тăваççĕ.
Çулталăк пуçланнăранпа районта пин ытла çын диспансеризаци витĕр тухнă.
Медицина тĕрĕслевне халăха анлăрах явăçтарас тĕллевпе Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви куçăмлă диагностика комплексне районти тĕп больницăсене тухса çỹрессине йĕркеленĕ. Ака уйăхĕн 7-12-мĕшĕсенче медицинăри куçса çỹрекен сыватупа диагностика комплексĕ Тăвай районĕнчи Элпуç, Тушкил, Чутей, Енĕш Нăрваш, Тĕмер, Тăрмăш врач офисĕсенче, Çĕнĕ Пуянкассинчи фельдшерпа акушер пункчĕсенче пулчĕ. Унти ĕçченсем пулăшнипе 281 çын диспансеризаци тухнă.
Кăçал 1993, 1990, 1987, 1984, 1981, 1978, 1975, 1972, 1969, 1966, 1963, 1960, 1957, 1954, 1951, 1948, 1945, 1942, 1939, 1936, 1933, 1930, 1927, 1924, 1921, 1918, 1915 çулсенче çуралнă граждансен диспансеризаци тухас ыйтупа райбольницăна 35-мĕш кабинета, участокри врач е пĕтĕмĕшле врач практикин уйрăмĕсене пымалла.
В.ИЛЬИНА, терапевт.
Источник: "Ял ĕçченĕ"