18 апреля 2014 г.
Ик-виç çул каялла кăна Тăвайри тĕп больницăра врачсенчен ытларахăшĕ пенси ỹсĕмне çитсе пыни, çамрăксем ĕçлеме килменни пирки ỹпкелешетчĕç. Вуншар çул ĕçлекенсен кама парса хăвармалла хăйсен опытне( Правительство "Земство тухтăрĕ" федераллă программăна йышăнни хăй тĕллĕнех ыйтăва татса парассине çăмăллатрĕ. Пирĕн районти тĕп больницăна та асăннă программăпа килĕшỹллĕн 7 çамрăк тухтăр ĕçлеме килнĕ. Вĕсенчен пĕри - Владимир Вячеславович Гурьев хирург. Вăл паян пирĕн хаçат хăни.
Владимир Вячеславович, медицинăра çемье династийĕсем тăтăш тĕл пулаççĕ. Гиппократа врач çемйисен вун çиччĕмĕш ăрăвĕнчен шутлаççĕ, Сирĕн йăхра сывлăх сыхлавĕпе çыхăннă çынсем пулман-и?
-Эпĕ медиксен виççĕмĕш ăрăвĕ шутланатăп. Манăн асанне Канаш районĕнчи Шаккăлта акушеркăра тăрăшнă, атте - хирург, анне - врач-терапевт, иккĕшĕ те Çĕрпỹ районĕн больницинче чĕрĕк ĕмĕр вăй хураççĕ. Эпир вара йăмăкпа иксĕмĕр вĕсен ĕçне малалла тăсатпăр. Кам пĕлет, тен, ачасем те пирĕнтен тĕслĕх илĕç.
Сире пултаруллă çамрăк хирург, теççĕ. Сирĕн пата йышăнăва лекес тесе, манăн хамăн та вăрăм черетре тăма тиврĕ. Пациентсем Сире ырăпа кăна асăнаççĕ. Йышăнăва пырсан, куçран каламаççĕ-и хăвăра ун пирки?
-Тухтăр кабинечĕ - пациент нушине татса памалли вырăн, врача йăпăлтатса мухтамалли мар. "Тав" тесе калани те пирĕн чуна ăшăтать. Çын сывлăхĕшĕн тăрăшасси - пирĕншĕн тĕп тĕллев. Ытлашши мухтани çынна тивĕçсĕр çĕклесе яма пултарать, хăйне тĕрĕс хак парассине йывăрлатать.
Мĕнле чирсемпе ытларах пулăшу ыйтаççĕ Сирĕнтен?
-Çынна канăçсăрлантаракан чир сахал мар: урологипе проктологи, травматологи, ал-ура, вар-хырăмпа пыршăлăх, пỹрленсе тăракан шыçăсем т.ыт.те.
Сирĕн шутпа кам вăл лайăх врач?
-Пирваях вăл пациентсене хисеплекен, вĕсене чунтан пулăшма тăрăшакан çын. Пирĕн условисенче çапла пулма йывăртарах тулĕк. Чирли нумай, врачăн кашнине пултарнă таран тимлĕх уйăрма, кашни ыйтăвне тарăннăн тĕпчеме вăхăчĕ те çитмест. Аслă ăру çыннисене, сăмахран, хăйсемпе ăшшăн калаçни те, лăплантарни те пулăшать. Ватă çын хăйне лайăхрах туйма пуçлать. Иккĕмĕшĕнчен лайăх врач пулас тесен, вĕçĕм вĕренмелле, пĕлĕве куллен ỹстерсе пымалла.
Врач ĕçĕнче Сирĕн мĕншĕн те пулин намăсланма тивмен-и?
-Хальлĕхе çук, манăн ĕç стажĕ пĕчĕк-ха. Çавах та йăнăшма кирек кам та пултарать. Врачсем те çынах вĕт. Кашнин хăйĕн пурнăçĕ. Йăнăш туни врач япăххине пĕлтермест. Çавăнпа та ун пирки çăхавсемпе инстанцисем тăрăх чупнине ырламастăп. Калăпăр, паян вăл йăнăшма, ыранах вара çыннăн пурнăçне çăлса хăварма пултарать.
Ыр кăмăллă пациентсем вĕçĕм ỹпкелешекеннисенчен чылай ытларах. Ун пирки иккĕленместĕп.
-Мĕн-ха вăл ыркăмăллăх? Вăл врача пакетпа коньяк е хаклă йышши канфет тыттарни мар. Эпĕ çакна сивлетĕп. Хам пулăшнă пациент пичĕ-куçĕнчи ăшă та ырă туйăм маншăн чылай пахарах.
Сирĕн шутпа мĕнле, врача культурăллă, интеллигентлă пулни кирлĕ-и?
-Паллах, кирлĕ. Кăнттам, культурăсăр врач пациента хăйĕнчен сивĕтет. Ун патĕнче сипленес килми пулать. Врач вĕт пациентшăн медицинăн сăн-сăпачĕ. Çавăнпа та этикета пăхăнни сиплекеншĕн пĕлтерĕшлĕ тесе шутлатăп.
Мĕнлерех куратăр эсир медицинăн пуласлăхне( Мĕнле технологисем малта тăрĕç?
-Раççей, Анăçри хăш-пĕр аталаннă çĕр-шывсемпе танлаштарсан, калăпăр, Германи, АПШ, Израиль, медицина тĕлĕшĕнчен, уйрăмах тĕрĕс технологи хатĕрĕсемпе тивĕçтерессипе, юлса пырать. Сăмахран, Анăçра 3Д технологипе анлăн усă кураççĕ. Хирург операци вăхăтĕнче хăйне монитор çинче курса тăрать, хăйне кинотеатрти пек туять. Пирĕн çĕр-шыври пысăк хуласенчи медицина учрежденийĕсенче те операцисене лапароскопи меслечĕпе тăваççĕ. Ку вара операци хыççăн организма хăвăрт вăй илме май парать. Калас пулать, хирургири прогресс ытларах медицинăра мĕнле хатĕрсемпе усă курнинчен нумай килет. Операцисене мĕнле тумаллине вĕт ĕлĕкех палăртса хунă, хальхи çĕнĕ технологисем операци вăхăтĕнче хирург ĕçне çăмăллатаççĕ кăна. Акă эндовидеохирургинех илер. Операци калăпăшĕ çавах, пайĕсем кăна улшăннă. Мĕнле пулĕ медицина тепĕр 40-50 çултан - никам та пĕлмест. Ун чух, тен, компьютер-роботсем тăвĕç операцисене. Пурăнсан, курăпăр.
Календарьте Медицина ĕçченĕн кунĕ пур. Сирĕншĕн вăл професси уявĕ. Хăвăра çав пысăк пĕрлĕхĕн пайĕ пек туятăр-и?
-Паллах. Çав кун ĕçтешсемпе кафере тĕл пулатпăр. Пур чухне те пĕрле пухăнма йывăртарах. Кам та пулин пĕрех дежурствăра. Çавăн пек тĕл пулусем коллектива пĕтĕçтереççĕ. Врачсем, чăннипех, тăванлăх пĕрлешĕвĕ.
Çамрăк специалистсем ялти больницăна ĕçлеме килесшĕн мар. Мĕн тумалла?
-Кирек мĕнле йывăрлăхран та тухма май тупма пулать. Çамрăк специалиста пурăнма, ĕçлеме тивĕçлĕ условисем туса памалла. Ĕçшĕн тỹлес ыйтăва та çĕклемелле. Хальхи вăхăтра виçĕ пусла никама та ĕçлеттереймĕн. Вĕт çамрăк специалист нимсĕр килет. Район больницинче икĕ хирург çеç пулмалла мар. Вĕсенчен пĕри чирлесе ỹкрĕ е отпуска кайрĕ пулсан, пĕччен юлнине çав тери йывăр килет. Калăпăр, çĕрле вăл дежурствăра пулнă, ирхине канма киле каять, анчах ăна больницăри йышăну пỹлĕмĕнчен çав самантрах чĕнсе илме пултараççĕ, çитменнине - кунне темиçе хутчен. Çын организмĕн вăй пухмалла вĕт малалла тухăçлă ĕçлес тесен. Çавăнпа та ĕçре улăштаракан кирлĕ.
Тăвая хăнăхрăр пуль, мĕнле пурăнатăр, мĕнле ĕçлетĕр?
-Йĕркеллех пурăнатăп пек, тулĕк пĕччен, çавах хăнăхса пыратăп. Вĕт Тăвайра иртнĕ çулхи августранпа. Ĕçре те чиперех. Коллективра ăнланаççĕ, пулăшма тăрăшаççĕ.
Сирĕншĕн кам наставник?
-Пирваях хамăн аттерен Вячеслав Витальевич Гурьевран, 1-мĕш хула больницинчи хирурги уйрăмĕн заведующийĕнчен Владимир Ильич Чамеевран нумай ыррине вĕрентĕм, кунта вара хирурги уйрăмĕн заведующийĕ Николай Александрович Дмитриев пулăшса пырать. Вĕсен умĕнче хама парăмра шутлатăп.
Каçарăр та, ман кăна мар, ыттисен те ыйту çуралать: мĕн вăхăта килнĕ пирĕн тăрăхсене?
-Программăпа килĕшỹллĕн - 5 çуллăха. Малалла мĕнле пулĕ - вăхăт кăтартĕ. Паллах, манăн та ĕмĕтсем пур, çавах та хальлĕхе эпĕ Тăвайра ĕçлетĕп.
Тавах калаçушăн.
Калаçăва В.ШАКРОВ çырса илнĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"