15 апреля 2014 г.
Çемье сăмах кĕске пулсан та, унăн пĕлтерĕшне уçса парас тесен вĕçне-хĕрне тупаймăн. Çав тери тарăн шухăшлă та пысăк пĕлтерĕшлĕ вăл. Кашни ачан пуласлăхĕ çемьепе тата шкулпа тачă çыхăннă. Çемьепе шкулăн пĕр тĕллев - ачасене тĕрĕс воспитани парса пурнăç çулĕ çине тăма, Тăван çĕр-шыва юрăхлă çын пулма вĕрентесси. Вĕрентекенсемпе ашшĕ-амăшĕн яланах тачă çыхăнура пулмалла. Паллах, ачан пуласлăхĕ çемьепе çыхăннă пулин те, вăл вăхăтне ытларах шкулта ирттерет. Çавăнпа та аслисем шкулпа çыхăну тытни, канашлани пысăк витĕм кỹрет. Ун пек çемьесенче ачисем пĕринчен тепри маттур, ĕçчен, анлă тавракурăмлă çитĕнеççĕ, ашшĕ-амăшне савăнтараççĕ, ырă ят кỹреççĕ.
Ача шкулта пĕлỹ пухма тытăнсанах шкул директорĕ В.М.Кириллова, воспитани тата вĕренỹ енĕпе ĕçлекен çумĕсем Н.В.Михайлова, Ж.Н.Михайлова, Н.В.Староселец, Т.В.Иванова педагог-психолог тата класс ертỹçисем кашни çемьепе тĕплĕн паллашма тăрăшаççĕ. Ачан кăмăл-туйăмне, килти лару-тăрăва, вĕренỹри çитĕнĕвĕсемпе çитменлĕхсене тишкереççĕ, кирлĕ вăхăтра пулăшаççĕ.
Кашни çемьерех ашшĕ-амăшĕ ачана воспитани парасси çине тĕрлĕрен пăхни яр-уççăнах курăнать. Пĕрисем мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтараççĕ, сывлăха упрама вĕрентеççĕ, куçран вĕçертмеççĕ, шухăш-кăмăлĕпе кăсăкланаççĕ. Паллах, ун пек çемьере килĕшỹлĕх хуçаланать.
Теприсем вара ĕç вырăнĕ пулманран, тĕрлĕ çĕре ĕçлеме çỹренĕрен ачисене тĕрĕс-тĕкел пăхса çитĕнтерме вăхăт çитменни çине йăвантараççĕ. Виççĕмĕшсем чи хаклă çи-пуç, тутлă апат-çимĕç, видео-аппаратура, компьютер илсе панине, карас телефонĕ парнеленине, кĕсье тулли укçа тыттарнине тĕрĕс воспитани тесе шутлаççĕ. Ачана мĕн пĕчĕкрен ăс-тăн парса ĕçре тарлама хăнăхтармарăн пулсан - ỹссен тин нимĕн те тăваймăн. Ун пекки ачаш, иртĕхсе ỹсет, "йăлтах - мана" текен принциппа пурăнать. Çавăн пек чухне вара ачапа ашшĕ-амăшĕ хушшинче пĕр чĕлхе тупма пĕлменни палăрать.
Çапла вара çемьери йывăрлăхсене çĕнтерес тесе пирĕн шкулта иртекен пухусенче медицинăра, ача-пăча инспекцийĕнче ĕçлекенсем те ашшĕ-амăшĕпе тĕл пулса калаçаççĕ, ырă сĕнỹсем параççĕ.
Ачасене пур енлĕн аталантарас тесе Тăвайри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкул ашшĕ-амăшĕпе пĕрле тĕрлĕ ĕç туса ирттерет: аннесен кунĕ, аттесен конференцийĕ, Çĕнĕ çула кĕтсе илни, "Атте, анне тата эпĕ - туслă çемье", "Атте-анне тата эпĕ - ишекен çемье", спорт ăмăртăвĕсем, тавçăруллисемпе пултаруллисен конкурсĕ, йăла-йĕрке уявĕсем, агитбригадăсем тата ыттисем те. Сăмах май каласан, ашшĕсемпе амăшĕсем çулсерен иртекен потребительсен конференцине те хастар хутшăнаççĕ. Унта вĕсем столовăйĕнче çитерекен апата хăйсем тутанса пăхса хак параççĕ. Вĕрентекенсем явăçтарнипе ачисемпе пĕрле тĕрлĕ хулара экскурсире пулма, Хусанти аквапарка курма, похода кайма та вăхăт тупрĕç.
Наукăпа практика конференцийĕсене хатĕрленнĕ чух та айккинче тăмаççĕ, ачисемпе пĕрлех кăсăкланаççĕ, тĕрлĕ сăнавсем туса ирттернĕ çĕре хутшăнаççĕ. Акă, тĕслĕхрен, кăçал республикăри "Эпĕ - тĕпчевçĕ" конкурсран пирĕн шкулти 1-мĕш класра вĕренекенсем С.Симушкина, М.Иванова, А.Фомин (1 "а" кл.), И.Кириллов (2 "а" кл.) çĕнтерсе таврăнчĕç. Ашшĕ-амăшĕ ачисемпе пĕрле ĕçленĕрен, вĕрентекенпе çыхăну тытнăран çакăн пек ỹсĕмсем туни куç кĕретех. Вăтам тата аслă класра вĕренекенсем те республикăра тата Раççейре иртекен олимпиадăсенче малтисен ретĕнче пулнинче те вĕрентекенсемпе пĕрлех вĕсен тỹпи пысăк. Кăçалхи экологипе иртнĕ олимпиадăра Елена Неофитова (10 кл.) шкул чысне Раççей шайĕнче хỹтĕлесе çĕнтерỹçĕ ятне тивĕçрĕ.
Çапла вара, çемьепе шкул тачă çыхăнура пулни, ачасене тĕрĕс воспитани пама, вĕренỹре пысăк çитĕнỹсем туса пыма пулăшать.