15 апреля 2014 г.
Халăхăн уйрăм пайĕ ĕçлеме манса пынă май, çынсенчен хăшĕ-пĕри тасалăхпа тасамарлăха та уйăрайми пулчĕ пулас. Машинăсем çỹрекен аслă çул хĕрринче хыт хура, талпиçен, вĕлтрен, уйрăм вырăнсенче америка вĕрени вăрман пек кашлама пуçларĕ. Çул хĕррисене, урамсене вара тасалăха, чыслăха ăнланма пултарайман чунсăр çынсен çеç сумран кăларма хăюлăх çитет пуль. Хальхи вăхăтра хăш-пĕр çынсем такăнса иртсе кайсан та тасамарлăха курмăш пулаççĕ. Акă Çăлпуçĕнчех ялпа техника паркĕ хушшинчи çул айккисенче мĕн чухлĕ ăпăр-тапăр, сăрапа эрех кĕленчисем, пылак шыв савăчĕсем япăхса выртаççĕ. Сăра-эрех заводĕнче те ун чухлĕ кĕленче çук пулĕ. Райпо планне ку тĕлĕшпе Çăлпуç халăхĕ хăех тултарса пырать тейĕн. Родник, Николаев урамĕсенче пурăнакансем ытларах хуçаланаççĕ кунти вырăнпа. Тасалăха ăнланма пултарайман çынсене ман çакна калас кăмăлăм пур. Ĕç мĕнне манса пыракан халăха ĕçлеме йывăр, паллах. Çапах та ăпăр-тапăра михĕсем çине тултарса хурăр хăть. Урамсене, çул хĕррисене варалама, чысран кăларма юраманнине ăнланатпăр пулин те, йĕркене пăхăнмастпăр авă. Кирек епле пулсан та хамăр ята çеç мар, атте-аннесен ырă ятне те яратпăр капла иртен-çỹрен умĕнче. Маршрутлă автобус та, çăмăл машинăсем те çỹреççĕ-çке Çăлпуç ялĕ витĕр. Тасарах, типтерлĕрех пурăнма тăрăшасчĕ малашне.